Пирĕншĕн кашни спортсмен – çăлтăр

3 Утă, 2018

Чăваш Енри футбол федерацине 2015 çултанпа Михаил Богаратов ертсе пырать. Раççейĕн 11 хулинче тĕнче чемпионачĕн матчĕсем пынă май ăна хамăр тăрăхри футбол çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.
— Михаил Викторович, Чăваш Енре футбол епле аталанса пырать?
— Футболла вылякансен йышĕ ĕлĕкренпех пысăк пулнă. Хальхи вăхăтра та пĕчĕк мар. Спортăн çак тĕсĕпе 5 пин ытла çын туслă. Эпир шута илмен командăсем татах пур. Кашни ялтах футболла выляççĕ, хуласенчи картишсенче те футболист нумай. Сăмахран, вĕсем валли ятарласа уйрăм ăмăртусем йĕркелетпĕр. Çулсерен турнирсенче 70 команда вăй виçет. Футбола юратакансен лигине 30 команда хутшăнать. Çулла пляжра футболла вылясси вăй илсе пырать. Шкул çулне çитмен ачасене те явăçтаратпăр. Нумаях пулмасть вĕсем валли Шупашкарта хула турнирĕ йĕркелерĕмĕр. 5-6 çулсенчи ачасемпе Эдуард Федотов тренер ĕçлет. Аслă ÿсĕмрисем те халăх вăййине юратаççĕ. Сăмахран, ветерансен ушкăнĕнче кăçал 14 команда тупăшать. Хĕрарăмсем те хастарлăх кăтартаççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ хĕрĕсем уйрăмах маттуррине палăртмалла. Вăрнарсем, Çĕмĕрлесем, «Спартак» — лидерсем. Иртнĕ çул аслă дивизионра — «Химик-Август», пĕрремĕшĕнче — Çĕнĕ Шупашкар команди, иккĕмĕш дивизионра Муркашсем мала тухрĕç. Чăваш Ен кубокĕнче спорт шкулĕ палăрчĕ, суперкубока вара «Динамо» çĕнсе илчĕ. Кăçал Атăлçири футбол союзĕн чемпионатĕнче Чăваш Ен чысне «Химик-Август» хÿтĕлет. Республикăри футбол шкулĕн команди футбол союзĕн кубокне çĕнсе илессишĕн кĕрешет. Сăмахран, вĕсем 2014 çулта Атăлçи ăмăртăвĕнче бронза çĕнсе илчĕç, 2015 çулта футбол союзĕн тĕп парнине тивĕçрĕç. Иртнĕ сезонта Раççей кубокĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Кăçал тепĕр çĕнĕ команда çуралчĕ — «Спартак-Шупашкар». Вăл та пире пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр.
— Пăшăрхантаракан ыйтусем те пур пулĕ-ха…
— Паллах, çитменлĕхсем çук мар. Хăш-пĕр район-хулара футбол шайĕ чакса пырать. Улатăрсем кăмăла хуçаççĕ. Унччен хулари икĕ команда аслă дивизионра тупăшатчĕ. Кăçал вĕсем иккĕмĕш дивизиона кăна лекме пултарчĕç. Куславккара та ача-пăча командисем кăна юлнă. Ĕлĕк Атăл хĕрринчи çак хула чысне «Торпедо» аван хÿтĕлетчĕ, юлашки çулсенче «Витязь» пысăк çитĕнÿсем турĕ. Шел те, вĕсем çухалчĕç. Пĕлтĕр Çĕрпÿ команди хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма тытăнчĕ. Йĕпреçсем хастарлăхне çухатмаççĕ.
— Мини-футбол та çултан-çул вăй илсех пынине палăртмалла…
— Çулталăк тăршшĕпех турнирсем ирттеретпĕр. Республика чемпионатĕнче çулсерен 70 ытла команда тĕрлĕ дивизионра /çавăн пекех ветерансен хушшинче/ ăмăртать. Вăл çамрăксен хушшинче уйрăмах анлă сарăлнă. Хĕлле шкул ачисемпе студентсем вĕренÿ çулĕ вĕçленичченех спортзалта ăмăртаççĕ. Паллах, çакă ун сумне ÿстерет.
— Темиçе çулта футболла вылямашкăн çĕнĕ уйсем хута кайрĕç. Инфратытăм енĕпе условисем еплерех?
— Ку енĕпе аптăрамастпăр. Чăваш Енĕн тĕп хулинчех ятарлă 6 стадион ĕçлет. Унта кунсерен çĕр-çĕр çын ăсталăха туптать. Çĕрпÿсемпе Йĕпреçсем, Канашсемпе Çĕмĕрлесем, Вăрнарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем — чи телейлисем. Вĕсем хальхи йышши спорт лапамĕсенче хатĕрленеççĕ. Нумаях пулмасть Патăрьелте çĕнĕ стадион уçăлчĕ. Ытти районпа хулара та вĕсем пулĕç. Футбол уйĕсем, хальхи йышши мар пулин те, кашни ялтах пур. Вĕсене тытса пыракан тата ăмăрту йĕркелекен çынсем кăна сахалрах.
— Çапах вĕри чун-чĕреллисем те пур-çке.
— Пур паллах. Вĕсем тăрăшмасан футбол шайĕ чакĕччĕ. Хальхи командăсене уйрăм предпринимательсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, уйрăм çынсем хăйсен хÿттине илнĕ. Вĕсем укçине те, вăй-халне те шеллемеççĕ. Футболистсене мечĕксемпе, спорт тумĕсемпе тивĕçтереççĕ. Сăмахран, Патăрьелте пурăнакан Юрий Белинов хăйĕн килĕ патĕнче пĕчĕк стадион йĕркеленĕ. Вăл футбол уйне искусствăллă майпа тунă. Унта ял ачисем, ветерансем çÿреççĕ, пĕчĕк стадионта ăмăртусем час-час иртеççĕ. Хĕрлĕ Чутайри Владимир Герасимов та тĕслĕх кăтартать. Вăл ялти футбол уйне тирпейлĕ тытса тăрать.
— Футболистсен ăсталăх шайĕ тивĕçтерет-и?
— Пирĕн хушăра ăнсăртран лекнĕ çын çук. Вĕсем футбола кăмăллаççĕ. Çамрăксен пултарулăхĕ савăнтарать, вĕсен ăсталăхĕ çултан-çул ÿсет. Пирĕншĕн кашни футболист çăлтăр. Чи маттуррисене тĕрлĕ региона чĕнеççĕ. Иртнĕ çулхи сезон кăтартăвĕсем тăрăх — чи лайăх спортсмен ятне Вăрнарти Роман Шалин, Шупашкарти Евгений Проталионовпа Кирилл Иванов тивĕçрĕç. Сăмах май, вĕсем малтанхи çулсенче республикăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче çĕршыв ăмăртăвĕн призерĕсем пулса тăнă.
— Кăçалхи сезон Раççейре тĕнче чемпионачĕ иртнипе палăрса юлĕ. Чăваш Енре мĕнлерех ăмăртусем ирттерме йышăннă?
— Йăлана кĕнĕ турнирсемсĕр пуçне пирĕн республикăра ăмăртусен шучĕ ÿсрĕ. Тĕнче чемпионатне халалласа предприятисемпе организацисен хушшинче те юлташла тĕлпулусем йĕркелеççĕ.
— Тĕнче чемпионачĕн матчĕсене пăхатăр-и?
— Паллах. Пурне те мар пулин те май килнĕ таран курма тăрăшатăп. Спорт уявĕ пирĕн çĕршывра иртни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак пулăм футбола юратакансен йышне ÿстеретех. Яшсем паллă футболистсенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.