Пирĕннисене çитекенни çук

2 Нарăс, 2016

Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕнче çамрăк профессионалсен «Ресторан сервисĕ» регионсен хушшинчи конкурсĕ иртнĕ.

Рабочи профессийĕсен WorldSkills тĕнче чемпиона­чĕн стандарчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ ăмăртăва 15 студент хутшăннă. Вĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи 6 регион - Мари Эл, Чулхула, Удмурти, Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш Ен - чысне хÿтĕленĕ. Пулас рестораторсене виçĕ енлĕн хакланă: «Бар», «Ĕçе хатĕрленесси» тата «Хăнасене заказсемпе тивĕçтересси». Конкурсра хăйсен пултарулăхĕпе Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци тата Етĕрнери агротехника техникумĕсенче пĕлÿ илекен яшсемпе хĕрсем те паллаштарнă. Телее, пирĕннисене ытларах ăннă. Шупашкар хĕрĕсем Мария Терентьевăпа Ирина Афанасьева пур тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Иккĕмĕш парнене вара Дзержинскри бизнеспа технологи техникумĕнче вĕренекен Рустам Сафаров тивĕçнĕ.

Рубрика: