Пирĕннисене çĕнтерме хавхалантарар!

16 Çĕртме, 2016

Çак чĕнÿпе иртет çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Олимп кунĕ. Спорт уявне Чăваш Енре те сумлăн паллă тăвĕç.

Олимп кунĕ Çĕмĕкпе пĕр кун килет пулин те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем "Олимпийский" стадионта иртекен уявран юлмасса шанаççĕ йĕркелÿçĕсем. Кăçал ăна Рио-де-Жанейро хулинче çурла уйăхĕнче старт илекен çуллахи Олимп вăййисене халаллĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кун ирхи зарядкăран пуçланĕ, унтан çăмăл атлетикăна юраткансем массăллă чупăва хутшăнĕç, велосипед спортне кăмăллакансем велочупăва тухĕç. Уйрăм лапамсенче баскетболистсемпе волейболистсем вăй виçĕç, сусăррисем дартс тата бочча енĕпе тупăшĕç, ветерансен командисем Атăлçи кубокĕшĕн ăмăртĕç. Гимнастика, тхэквондо, брейк-данс, карате ăстисем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Шăматкунах пирĕн республикăра Сывлăх кунĕ иртĕ. РФ Олимп комитечĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Николаев пĕлтернĕ тăрăх — вĕсем хăйнеевĕр парне хатĕрленĕ: районсемпе хуласенчи физкультурăпа спорт комплексĕсене чи пĕрремĕш килекен çынсем Пĕтĕм тĕнчери тата РФ Олимп комитечĕсен дипломне тивĕçĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: