Пирĕн ылтăнăм, пирĕн кĕмĕлĕм!

19 Раштав, 2016

Татьяна Акимова — тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи

Чăваш спортсменки тĕнчери чи вăйлă биатлонистсен ăмăртăвĕнче çĕнтерсе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çак çитĕнĕве биатлона юратакансем те кĕтмен пулĕ. Тĕнче ăмăртăвĕн стартне иртнĕ сезонра тухнăскер тренерсен шанăçне тӳрре кăларчĕ.

"Чăн-чăн сенсаци ку!" — терĕç специалистсем. Юлашки çулсенче Раççей биатлонисткисене тĕнче ăмăртăвĕсенче питех ăнмарĕ. Кăçал та ку таранччен пирĕн хĕрсем медальлĕ пулаймарĕç. Татьяна Акимовăн çĕнтерĕвĕ çĕнĕ шанăç çуратрĕ. Чăваш спорчĕшĕн те историллĕ пулăм ку. Кунашкал çитĕнӳпе чăваш хĕрĕсенчен вунă çул каялла Муркаш пики Татьяна Моисеева палăрнăччĕ. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ ун чухне тĕнче кубокĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ, тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕччĕ.

"Эпир Татьяна çĕнтерессе яланах ĕненнĕ. Кашни спортсменăн хăйĕн вăхăчĕ. Ку сезон унăн чи ăнăçлă тапхăрĕ. Татьяна чăваш халăхĕн мухтавлă хĕрĕ, вăл вăйлă биатлонист. Çĕнĕ Лапсарта ӳснĕскер тăван тăрăха çав тери юратать, вăл — чăн-чăн патриот. Нихăçан та урăх региона тухса кайма шухăшламан", — терĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Николай Николаев. Вăлах спортсменкăн тренерĕн Анатолий Акимовăн ĕçне пысăк хак пачĕ.

Татьяна Акимова 2013 çулта Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виçĕ медаль çĕнсе илнĕ хыççăн палăрчĕ. Çак тапхăрта вăл çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче малти вырăнсене пĕрре мар йышăнчĕ. 2015-2016 çулсенчи сезонта биатлонистсен Пĕтĕм тĕнчери союзăн кубокĕнче çĕнтерсе тĕнче кубокĕн темиçе тапхăрне хутшăнма тивĕç пулчĕ. Унта çамрăк спортсменка медальлĕ пулаймарĕ пулин те "Новичок года" номинацинче IBU премине тивĕçрĕ.

Кăçалхи сезонта пирĕн ентеш тĕнче кубокĕн пĕрремĕш тапхăрнех хутшăнма пуçларĕ. Икĕ ăмăртура та лайăх тупăшрĕ вăл, анчах пьедестал çине хăпараймарĕ. Чехире вара ăна ăнчĕ: тӳрех — икĕ медаль.

"Эпĕ пĕрремĕш тухнине хам та ĕненместĕп. Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Ку ăмăртура хама аван туйрăм. Малтан эпĕ Вирерпа тупăшрăм, кайран Коукаловăпа кĕрешрĕм. Анчах финиша çитиччен вăл ӳкрĕ. Тренерсем эпĕ иккĕмĕш пынине пĕлтерсен хăвăртлăха вăйлатрăм. Малашне те ăнасса шанатăп", — пĕлтернĕ Татьяна журналистсене.

Андрей МИХАЙЛОВ

Фото www.sport-express.ru

Рубрика: 

Новости по теме