Пирĕн стройматериал мĕнрен япăх?
27 Oct, 2016

Республикăра ку чухне 3 пин ытла строительство организацине шута илнĕ. Вĕсенче 29 пин çын вăй хурать. Çав шутра 22 пинĕшĕ çурт-йĕр хăпартать, ытти материалпа тивĕçтерет.

Строительство комплексĕ вăйлă аталаннă. Çуллен пурăнмалли вырăн пысăк панельрен — 400 пин, монолитран — 280 пин, йывăçран 230 пин тăваткал метра яхăн хута каять.

Ĕнер Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе объектсене проектланă, патшалăх экспертизи ирттернĕ чухне республикăра хатĕрлекен стройматериалпа еплерех усă курнине тишкерчĕç. Михаил Васильевич 71 пин çын пурăнмалли вырăна лайăхлатас ĕмĕтлине пĕлтерчĕ. Хваттер илес текенсен черетĕнче тăракансен кăмăлне тивĕçтерес тесен тупăш сахал илекен çемьесем валли çуртсем ытларах тумаллине палăртрĕ.

— Вĕсене хамăр патра хатĕрленĕ строительство материалĕнчен хăпартнă паха та йÿнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелле, — терĕ.

Республикăра стройматериал туса кăларакан организаци сахал мар. Çулла çеç спутник хулара çĕнĕ завод ĕçе кĕчĕ. Унăн производство хăвачĕ самаях пысăк. Апла пулин те хăшпĕр организаци материала республика тулашĕнчен туянса пулас объект хакне пысăклатать. Хамăр стройматериал мĕнрен кая?

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов доклад турĕ.

— Строительство комплексĕ çурт çĕклекенсене стройматериалпа туллин тивĕçтерет. Тăхăр завод тимĕр-бетон тытăмĕллĕ панельсем хатĕрлет. Çулталăкри производство калăпăшĕ — 500 пин кубла метр. Вунă завод çуллен 350 миллион кирпĕч çапать, — пĕлтерчĕ Максим Вениаминович. — Кăçал пурăнмалли çурт 720 пин тăваткал метр хута ямалла. Объектсен проекчĕсене хатĕрленĕ чухне çуртсене хамăр патăрта хатĕрлекен материалсемпе тумаллине шута илмелле.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин спорт, вĕренÿ, ЖКХ тытăмĕсенчи объектсем валли проектсене тĕплĕн хатĕрлеме, тимлĕрех пулма сĕнчĕ. Практикăра пĕрне тепринпе килĕштерменни тупăнкалать.

"ТУС" АХО гендиректорĕ Николай Угаслов чăваш строителĕсем çĕршывра чи лайăххисен йышĕнче пулнине аса илтерчĕ. Çак чыса яланах тивĕçесчĕ, хамăр ята çÿлте тытасчĕ терĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.