Пирĕн самбистсем - çĕнтерÿçĕсем

3 Нарăс, 2015

Самбона çĕнтерÿ ăслăлăхĕ теççĕ. Чăн та, спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Кулленхи пурнăçра та малта пулма тăрăшаканскер кавир çине те çĕнтерме тухать.

Çак кунсенче Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче иртнĕ çĕршыв ăмăртăвĕнче те чи хастаррисемпе маттуррисем пĕрремĕш пулнă. Унта 23 çула çитмен 400 самбист кĕрешнĕ. Ăмăртура пирĕн ентешсене те ăннă, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче ăсталăха туптаканскерсем тăван ене 5 медальпе таврăннă. Чи сумлă наградăна Артем Щербаковпа Эдера Лаврентьева çĕнсе илнĕ. Европа, тĕнче турнирĕсенче тата Раççейри чи пысăк ăмăртура пĕрре мар çĕнтернĕскерсем юниорсен чемпионатĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине тĕпĕр хут хăпарнă. Пĕрремĕш кунах спортăн тĕнче класлă мастерĕ Максим Иванов тата Раççей спорт мастерĕ Александр Федоров команда пухмачне "бронзăпа" пуянлатнă. Çамрăк спортсмен Евгений Иванов 62 килограмлă виçере виççĕмĕш вырăн йышăннă.

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: