Пирĕн Ланăн - «ылтăн»

20 Нарăс, 2016

Чăваш Ен спортсменки Лана Прусакова Норвегири Лиллихаммер хулинче пыракан çамрăксен хĕллехи Олимп вăййисенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Çĕнĕ Шупашкар пики фристайлçăсен турнирĕнче «слоуп-стайл» дисциплинăра 77 балл пухса мала тухма пултарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Франци спортсменки Лу Барен /унăн кăтартăвĕ – 72,8 балл/ тата Аслă Британири Мэдисон Роулэндс /67,80 балл/ йышăннă.

Аса илтеретпĕр. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче Никита Васильев тренер патĕнче ăсталăха туптакан хĕр ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнчех, февралĕн 14-мĕшĕнче, Олимп стартне тухрĕ. «Хаф-пайп» дисциплинăра вăл 6-мĕш кăтартупа палăрчĕĕ Иккĕмĕш тупăшура ăна ытларах ăнчĕ.

Пирĕн ентеш пысăк шайри турнирсенче пĕрре мар палăрчĕ. Калăпăр, Олимп вăййисем пуçланас умĕн 1-2 кун маларах çĕршыври çамрăк фристайлçăсен ăмăртăвĕнче çĕнтерчĕ. 2015 çулта вара 15-ри спортсменка Раççей кубокĕнче тата çĕршыв чемпионатĕнче пĕрремĕш пулса тĕлĕнтерчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: