Пирĕн - «кĕмĕл»

20 Пуш, 2014

Йошкар-Олара спорт туризмĕ енĕпе çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ.

Унта Мари Эл, Тутарстан, Пенза облаçĕн, Ханты-Манси тата Ямал-Ненец автономи округĕсен командисем йĕлтĕрçĕсен дистанцийĕсенче вăй виçнĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă. Мăшăрсен турнирĕнче Сергей Кузнецовпа Андрей Львов финиша иккĕмĕш çитсе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Анчах уйрăм ушкăнсенче вĕсем призерсен йышне кĕреймен, ентешсен - тăваттăмĕш кăтарту. Командăсен тупăшăвĕнче те пирĕн спортсменсене финала тухма пĕр утăм кăна çитмен.


А.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.