Пирĕн инкек - эпир вĕренесшĕн мар!

27 Нарăс, 2015

- Николай Нилович, эсĕ директор та, политик та, композитор та, юрăç та, патшалăхăн тĕрлĕ комиссисен членĕ те. Калаçăва, çапах та, санăн тĕп ĕçÿнтен - Чăваш патшалăх филармони директорĕнчен - пуçлар-ха. Тата мĕн пытармалли, филармонин анлă каçалăкĕнче халăх валли мĕнлерех «çимĕçсем» çитĕнтерни пирки республика çыннисем туллин пĕлсех те каймаççĕ. Çав вăхăтрах, кунта темиçе коллектив тымар янине шута илсен, филармони маншăн культура сферинчи Импери пекех туйăнать. Тĕрĕсех калатăп-и е аплах мар-и?

- Чăнах та, ку çуртра виçĕ пысăк коллектив вырнаçнă, Чăваш патшалăх академи симфони капелли, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ. Вĕсенче 400 яхăн çын ĕçлет.

Филармонире хăйĕнче 7 коллектив, «Çавалпа» «Сеспель» ансамбльсем, хĕлĕхлĕ инструментсен Камерлă оркестрĕ, Музыка лекторийĕ, «Nota «," шоу-балет, Сатира театрĕ тата «Дуняша Стайл» ушкăн. Асăннă коллективсем юлашки çулсенче тĕпрен улшăнчĕç - талантлă çамрăксем нумай килчĕç. Эпир час-часах «хальхи студентсем ĕлĕкхи пек вĕренмеççĕ, вĕсене ĕлĕкхи пек лайăх вĕрентмеççĕ» тесе сăсăл вĕçтеретпĕр. Асăннă ушкăнсен ĕç-хĕлне сăнатăп, тишкеретĕп те - пĕлÿ япăх параççĕ пулсан пултаруллă çамрăксем ăçтан тупăнаççĕ вара.! Манăн тĕллев - Чăваш Енри чи лайăххисене филармоние илесси, тата та анлăрах аталанмалли майсемпе тивĕçтересси. Çакă пурнăçланать теессĕм килет. Мĕншĕн тесен пирĕн юрăçсем, ташăçсем çеç мар, сасă, çутă режиссерĕсем те республикăра чи вăйлисем. Ахальтен мар ĕнтĕ Санкт-Петербургран килнĕ Эстрада оркестрĕн ертÿçисем сасă режиссерне куç хыврĕç. «Илсе каятпăр. Кун пек профессионал Питерта та çук», - теççĕ...

Юрăсене илемлетекен Валерий Игнатьев пирки те çавнах каламалла, ун пек аранжировщик республикăра урăх тупаймастăн.

- Апла-тăк филармони Империех, пĕтĕм «хăйми» сирĕн патра-ха та...

- «Импери» сăмаха çине тăрсах калатăн та, юрĕ эппин, килĕшем санпа /кулать/.

- Коллективсен ĕç-хĕлне мĕнле йĕркелетĕр. Пурте пĕрле пухăнса канашлатăр-и е мĕн-мĕн тумаллине хăйсем палăртаççĕ-и? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.