Пирĕн хĕрсен вăйĕ иксĕлми

11 Чÿк, 2015

Чăваш Ен кĕрешÿçисем Раççей, Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе пĕрре мар палăрнă. Ку енĕпе РФ спорт мастерĕсем Елена Карповăпа Анастасия Тарасова ырă ята уйрăмах тивĕç. Нумаях пулмасть пултаруллă спортсменкăсем çĕршыв чемпионатĕнчен тепĕр çитĕнÿпе таврăнчĕç.

Йăлана кĕнĕ ăмăрту Хусанти чи чаплă керменте - «Ак барс» спорт комплексĕнче - иртнĕ. Чи сумлă наградăна çĕнсе илмешкĕн кавир çине 250 ытла спортсмен тухнă. Чăваш Ен чысне яланхи пекех Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Петров патĕнче ăсталăха туптакан хĕрсем хÿтĕленĕ. Вĕсем 76 килограмлă виçере вăй виçсе бронза медале тивĕçнĕ. Еленăпа Анастасия тепĕр уйăхран Тутар Республикин тĕп хулинчех иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç. Пирĕн хĕрсене унта та ăнасса шанатпăр.

Рубрика: