Пирĕн хĕрсем «ылтăнланнă»

6 Çу, 2015

Ульяновскра йывăр атлетика енĕпе иртнĕ Атăлçи округĕн чемпионатĕнче пирĕн республикăри хĕрсен команди çивĕч кĕрешÿре вунвиçĕ регион спортсменĕсене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăна тухнă.

Хăйсен виçисенче Етĕрне районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсен студенткисем, спортăн тĕнче класлă мастерĕсем Ирина Баймулкинăпа Александра Козлова питĕ лайăх кăтартусемпе палăрнă. Урапакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ 20 çулти Ирина 58 килограмлă виçере ăмăртса пĕлтĕрхи пекех чемпионка ятне çĕнсе илнĕ. Унăн çамрăкрах тантăшĕ кăшт йывăртарах виçере 215 /98Ç117/ килограмм пухнă. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Любовь Иноходовăпа Анна Ярусова та ытти регион хĕрĕсене çĕнтерсе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Çапла майпа чăваш пикисем республикăри йывăр атлетика аталанăвĕнче халиччен пулман çитĕнÿ тунă: Раççей чемпионачĕ умĕнхи яваплă турнирта пурте ылтăн медале тивĕçнĕ. Вĕсен тренерĕ - вăлах ЧР йывăр атлетика федерацийĕн ертÿçи - Геннадий Иванов пĕлтернĕ тăрăх - тимĕр вăййипе туслă хĕрсем хăйсен наградисене Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă.

Шел те, арçынсен командин хальхинче пиллĕкмĕш вырăнпа кăна çырлахма тивнĕ. Етĕрне районĕн каччи Юрий Тимофеев çакнашкал ăмăртура пĕрремĕш хут аслисемпе пĕрле вăй виçнĕ. Вунултă çулти яш 56 килограмлă виçере тупăшса Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Вăл бронза медаль çĕнсе илнĕ, унăн юлташĕ Дмитрий Исаков вара тăваттăмĕш пулнă.

Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче чылай çул каялла уçăлнă А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕн филиалĕнче Анатолий Убасевпа Александр Портнов тренерсем ертсе пынипе çичĕ спорт мастерĕ хатĕрленĕ. Хальхинче Ульяновскра Александр Павловичăн тепĕр вĕренекенĕ - 21 çулти Павел Ягудин та тахçанах ĕмĕтленнĕ норматива тултарчĕ. Çапла вара, пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ сакăр яшпа хĕр штанга йăтассипе спорт мастерĕ пулса тăнă. Чăваш Енре çакăн пек ырă тĕслĕх урăх ниçта та çук.

Петр СИДОРОВ

Рубрика: