Пирĕн хĕрсем, эх, маттур-çке!

3 Авăн, 2015

Чăваш Енри ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсем уйрăмах маттур пулнине чылайăшĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерсе ĕнентернĕ.

Спортпа кăсăкланакансемшĕн пĕртăван Смирновăсемпе Наталья Гольцăн, Надежда Федоровăпа Екатерина Красновăн ячĕсем, паллах, питĕ паллă. Олимп вăййисенче, тĕнче чемпионачĕсенче, Европа турнирĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă вĕсем. Паянхи хĕр-упраçшăн та - ырă тĕслĕх, вĕсен ÿсĕмĕсем çамрăксене ăмăртусенче ăнăçлă кĕрешме хавхалантарса тăраççĕ.

Акă, нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Мария Кузнецова 2016 çулхи Олимп вăййисен тĕп хулинче - Рио-де-Жанейрора - иртнĕ тĕнче ăмăртăвĕнчен «бронзăпа» таврăнчĕ. Лайăх çитĕнÿ! Çапах та Мария çитĕнĕвĕнчен ытлах тĕлĕнме те кирлех мар - унăн тренерĕ Олимп вăййисен призерĕ Ольга Смирнова-çке. Пултаруллă тренерăн вĕренекенĕсем маттур пулмаллах ĕнтĕ.

Çак кунсенче вара Шупашкара тепĕр ырă хыпар çитрĕ: Олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн воспитанникĕ Екатерина Михайлова /тренерĕ - Денис Егоров/ Боснипе Герцеговина çĕршывĕнче иртнĕ юниорсен тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш спортсменки 40 килограмлă виçеллĕ хĕрсен ушкăнĕнче финалта Казахстан хĕрне 12:2 шутпа парăнтарса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: