Пирĕн ентешсем — чи хăвăрт утакансем!

19 Нарăс, 2019

Раççей чемпионачĕн хăвăрт утассипе Сочире иртнĕ ăмăртăвĕнче Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди пĕр «ылтăнпа» пĕр «бронза» çĕнсе илнĕ.

Çăмăл атлетикăн çĕршыври анлă ăмăртăвĕ нарăсăн 17-18-мĕшĕсенче «Автодром Сочи» трасса çинче иртнĕ. Хĕллехи тĕп ăмăртура аслисемпе пĕрлех çамрăксен икĕ ÿсĕмри — 18 çулчченхи тата 23 çулчченхи каччăсемпе хĕрсем — ушкăнĕсем тупăшнă. Спортсменсен дистанцийĕ тĕрлĕрен — 5-рен пуçласа 35 километр таран — пулнă.

Палăртма кăмăллă: ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Ен командин пухмачĕ пĕр ылтăн тата икĕ бронза медальсемпе пуянланнă. Хĕрарăмсен йышĕнче 35 километра пирĕн ентеш Клавдия Афанасьева пĕрремĕш парăнтарнă. Çак дисциплинăрах арçынсемпе ăмăртса Николай Сергеев 3-мĕш вырăна тухнă. Тепĕр бронза медале пирĕн ентешех Надежда Сергеева тивĕçнĕ. Вăл хĕрарăмсен йышĕнче 20 километрлă дистанцире Мускав облаçĕшĕн тупăшнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас