Пире шанаççĕ, пирĕн çитĕнÿсене хаклаççĕ!

15 Çурла, 2014

Чăваш Енре «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хатĕрленме пуçланнă. Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн асăннă форум Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртет. Çав кунах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ. Унта «2016-2020 çулсенче физкультурăпа спортăн техника базине аталантарасси. Раççей Федерацийĕнче официаллă физкультурăпа спорт мероприятисен тытăмне çĕнетсе улăштарасси» ыйтăва пăхса тухĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе республикăра Спорт форумне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн ларăвне йĕркелесе ирттерме йĕркелÿ комитетне туса хунă. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пырать. Йĕркелÿ комитечĕ йышне министерствăсемпе ведомство ертÿçисене, спорт учрежденийĕсемпе общество организацийĕсен хастарĕсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене кĕртнĕ.

«Пулас форум - Раççейри чи пысăк тата сумлă спорт мероприятийĕ. Вăл спорт отрасльне малалла аталанма пулăшать, малашлăха çул уçать,- тет ЧР спорт министрĕ, республикăри йĕркелÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Сергей Мельников. - Шупашкар Хусан /2009/, Мускав /2010/, Саранск /2011/ тата Якути /2012/ хыççăн форума ирттерме шаннă пиллĕкмĕш хула йышне кĕнĕ. Раççей Правительстви çакнашкал йышăнни пире шаннине, Чăваш Енре физкультурăпа спорт уйрăмах юлашки çулсенче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшса пынипе лайăх аталаннине пĕлтерет. Ахальтен-им 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республики спорт аталанăвĕн «Раççей регионĕ» номинацире наци премине пуçласа тивĕçрĕ. 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх вара Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви Чăваш Ене спорт хатĕрленĕвĕн федераци стандарчĕсене пурнăçа кĕртмелли эксперимент вырăнĕ тесе палăртнă».

Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх - форумра спортсменсене пысăк мероприятисене хатĕрлес, халăхсен «Спорт - пуриншĕн те» юхăмне аталантарас, çĕр-шывра пысăк шайри ăмăртусене йĕркелесе ирттерес /çав шутра футболла выляс енĕпе Тĕнче чемпионачĕ /2018/, Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада /2019/, Ĕпхÿри Пĕтĕм тĕнчери вăйăсем /2021/ ыйтусене сÿтсе явĕç. Раççейри тата тĕнче шайĕнчи специалистсем Спорт форумĕнче спорт гимнастики, çăмăл атлетика, сĕтел çи теннис, самбо, триатлон, парабадминтон, кĕрешÿ, хоккей, пăр çинче эрешлесе ярăнас енĕпе ăсталăх сехечĕсем йĕркелĕç. Чăваш Енре спортăн çак тĕсĕсем пурте аталаннă, çавăнпа занятисем чаплă спорт сооруженисенче иртĕç. Ăсталăх сехечĕсене хутшăнакансем пурте ятарлă сертификат-свидетельство илĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх форумпа килĕшÿллĕн «Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх» спорт индустринчи çитĕнÿсен куравĕ уçăлĕ. Кăçал выставкăна спорт техникине, регионсен опытне, хальхи технологисене халаллĕç. ЧР спорт министрĕн Сергей Мельниковăн шухăшĕпе «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне ирттерни республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта патшалăх ертÿлĕхĕ, Раççейри паллă спортсменсемпе специалистсем хутшăнĕç. Чăваш Республикине 50 çĕр-шывран Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен ертÿçисем, Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членĕсем, ют-çĕршыв спортсменĕсем килмелле.

А.ГРОМОВА

Рубрика: