Пир тĕртекенсен форумĕ

6 Юпа, 2016

Паян Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри пир тĕртекенсен форумĕ вĕçленет. Вăл юпан 1-мĕшĕнче уçăлнă. Форум кăçалхипе 3-мĕш хут йĕркеленнĕ.

Мероприятие пирĕн çĕршыври çеç мар, Германири, Латвири, Молдовăри ăстасем те хутшăннă. Германире Гамбургра пурăнакан Андреас Мюллер та Чăваш Ене çитнĕ. Вăл тĕрлĕ çĕршывра пир тĕртес енĕпе ăсталăх класĕсем ирттерет. Хăй те çак станоксене ăсталать. Мускаври Ион Дьяур Шупашкарта кунашкал форум иртессине пĕлсен питĕ савăннă, мĕншĕн тесен çĕршывăн тĕп хулинче çак енĕпе ăстасем сахал. Мероприятие йĕркеленĕ Александр Петров хăй те пир тĕртет. Унăн шухăшĕпе, ку ĕçе çамрăксене кăтартмалла. Пурăна киле вăл Чăваш Енре пир тĕртекенсен центрне йĕркелесшĕн.