Пиллĕкмĕш хут иртнĕ тĕрĕслеве 5 пин ытла çын хутшăннă
25 Apr, 2017 | Диктант

Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017" акци пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевĕллĕ мероприятие кăçал, малтанласа шутланă тăрăх, 5 пин ытла çын хутшăннă.

Диктанта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче çыртарнă. Унсăр пуçне районсенче те чăваш чĕлхин пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Диктант текстне "Тăван радио" тата "Наци радиовĕ" эфирĕсенче вуланă.

Тăван чĕлхене пĕлнине тĕрĕслеме шкул ачисем, вĕрентекенсем, студентсем, преподавательсем, журналистсем тата ытти ĕçре тăрăшакансем ĕнер алла калем тытнă. Акцие ЧР вĕренÿ тата çамрăксен ĕçĕн министрĕн çумĕ Алевтина Федорова та хутшăннă. Ведомствăн пресс-служби хыпарланă тарăх, министр çумĕ тăван чĕлхене юратма ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле, вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçсан вĕсем чĕлхе илемне туйса ÿсĕç тесе шухăшлать. 

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. ЧР Вĕренÿ министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк

Комментари хушас