Пилешĕм, пилеш...
Тăван ен

Пысăк Упакасси хĕрĕ Людмила Краснова кÿршĕллĕ Пĕчĕк Упакассине качча тухсан вырăнти çамрăксенчен чылайăшĕ ыйхă килменнипе çĕрлесерен асапланнă теççĕ. Ара, чĕкеç пек йăрă та вăр-вар, пур ĕçе те юратса тăвакан, кирек кампа та çепĕççĕн пуплекен пикене мĕнле яш куç ан хывтăр-ха?

Пĕчĕк Упакассинчи Витюк, хут çинчи пек каласан - Виталий Павлов, тантăшĕсене чике тăршшех лартса хăварма пултарнă-çке. Çĕнĕ çемье ял-йыша унчченхилле тĕк пурăнма май памарĕ. Çĕнĕ кин, качча тухиччен кăшт маларах кăна культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕскер, Пĕчĕк Упакассисене яла тирпей-илем кÿрес ĕçе явăçтарчĕ. Хăйне вулавăш пуçлăхне лартнă хыççăн тата вăйлăрах сарса ячĕ çак юхăма, пĕр пуçару тепринпе улшăнчĕ, кашни хутĕнчех малтан панă сăмах тĕллевлĕн çирĕпленсе пычĕ. Людмилăпа Виталий йышлă ушкăна хăйсен пархатарлă тĕллевĕпе хавхалантарчĕç. Тăрăшни, тар кăларни, çине тăни сая каймасть çав.

Кĕске хушăрах Пĕчĕк Упакасси урамĕсемпе тăкăрлăкĕсенче çÿп-çап куписем курăнма пăрахрĕç, общество çурт-йĕрсен таврашĕнче, халăх пурăнакан вырăнсенче чечек клумбисем, ешĕл йывăç-тĕм курăнма пуçларĕç. Кушлавăш юхан шывĕн ишĕлме тытăннă çыранĕсене икĕ енĕпех йышлă хăва лартса тухнă хыççăн ку тăрăхран çĕр «тăшманĕ» - эрози те - таçта кайса «çухалчĕ». Çак ыр ĕçсене çул параканĕ Пĕчĕк Упакасси кинĕ Людмила Павлова пулчĕ. Вăл пуçарнипе пурнăçа кĕртнĕ мĕн пур ыррине шутласа та пĕтерес çук. Вулавăшра ирттерекен пĕтĕм мероприятине ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвне шута илсе йĕркелесси, вĕсене ватти-вĕтти таранах явăçтарасси, сăмахпа ĕç витĕмне уçăмлăн курса тăрасси тĕп вырăнтаччĕ уншăн. Пысăк Упакасси ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ пулнă май суйлавçăсен сĕнĕвĕсене яланах ăша хыватчĕ, вăл е ку ыйту пĕчĕк е пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхса тăмастчĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмесĕр хăйне лăпкăн тытмастчĕ.

Экономика реформи çула тухсан тахçан çирĕп хуçалăх шутланнă «Путиловка» колхоз та «уксахлама» пуçларĕ, пĕр хушă вăл хăйсене ертÿçĕре тĕрĕслеме кăмăл тунă çынсене ĕçе йышăнакан вырăнах пулса тăнăччĕ. Çав тапхăрта миçе пуçлăх улшăннине тĕплĕн татса калама та йывăр. Юлашкинчен вара пуçлăх пуканĕ çине лараканĕ те тупăнмарĕ. Лару-тăру малалла та çав йĕрпех аталанса пыратчĕ-ши, анчах хуçасăр тăрса юлнă хуçалăх «тилхепине» хăй аллине илме пулни çинчен ял-йыша хăюллăн пĕлтерекенĕ Пĕчĕк Упакасси кинĕ пулчĕ. Мĕн тетĕр? Шикленсе, иккĕленсе тăмасăрах хĕрÿллĕн тытăнчĕ çĕнĕ ĕçе Людмила Ивановна. Машина-трактор паркĕнче те, фермăра та ĕç дисциплинине çирĕплетрĕ вăл, йĕркене пăсакансене, сывă пурнăç юхăмĕнчен пăрăнакансене хирĕç вирлĕ кĕрешÿ пуçарса ячĕ. Питĕ шел, ыранхи куна кĕрес шанчăкпа хавхаланнă канăçсăр чун-чĕреллĕ хĕрарăмăн кун-çулĕ ытла та кĕске килсе тухрĕ.

Пĕчĕк Упакасси ялĕн масарĕнче çĕнĕ вил тăпри ÿссе ларнăранпа вăхăт самаях иртрĕ ĕнтĕ. Ял-йыш савăнăç-телейпе кăна мар, хуйхă-суйхине те, нуши-асапне те, куç тĕлне лекнĕ кăлтăк-çитменлĕхе те чун-чĕри витĕр кăларнă Людмила Павловăна юлашки çула ăсатма ял тăрăхне кĕрекен 5 ялтан çеç мар, Кульцавпа Ершепуçĕнчен те, Хураçырмапа Кушлавăшран та, Мĕлĕшпе Йĕпреçрен те çынсем нумай килнĕччĕ.

Пурнăçран уйрăлса кайиччен темиçе кун маларах кăна вăл «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне кĕрсе тухнине питĕ лайăх ас тăватăп. «Иван Лисаев çыравçăн «Пилешĕм, пилеш» романĕ тăрăх вулакансен конференцине ирттересшĕн-ха. Валерий Пантиковпа Оксана Рябининăн таса юратăвĕ, тĕнче ырă çынсемсĕр марри çинчен паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме каласа парасшăн. Вулавăша ватă çынсене те йыхравласшăн», - тенĕччĕ ун чухне Людмила Ивановна.

Конференци ăнăçлах иртсе кайнă-мĕн, анчах та çавăн хыççăнах Людмила Павловăна районти тĕп сыватмăша леçме тивнĕ. Юн пусăмĕ çав тери вăйлă хăпарса кайнă унăн. Сывлăх хуралçисем, темĕнле çине тăрсан та, çăлса хăварайман ăна.

Пĕчĕк Упакассисем Пысăк Упакасси хĕрĕн çутă сăнарне чун-чĕререх тытаççĕ. Ялти культура çурчĕ умĕнчи çеремлĕ лапамра халĕ Людмила Павловăна халалласа лартнă 100 пилешрен тăракан аллея илем кÿрет. Кăçал пилеш уйрăмах ăнса çитĕнчĕ. Хĕп-хĕрлĕ сапакисене асамлăн çиçĕнтерсе ларакан йывăçсем çине куç ывăтнă май вĕсен хушшинчен Людмила Ивановна хăй кĕç-вĕç сиксе тухса, ял-йыша пĕрлешÿллĕ ĕç нимине йыхăрассăнах туйăнать... «Ас тăвăм аллейине кашни çулах çĕнĕ хунавсемпе пуянлатса пырăпăр, - кăмăллăн пĕлтерчĕ мана Пĕчĕк Упакассинчи тĕслĕхлĕ вулавăшăн пуçлăхĕ Эльвира Еразумова. - Çывăхри Çиçĕмкасси вăрманĕнчен Пĕчĕк Упакасси кинĕ юратнă пилеш йывăçĕсене илсе килĕпĕр те çеремлĕ лапам татах та илемленĕ çакăн хыççăн».

Геннадий ВАСИЛЬЕВ

Геннадий ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.