Пилĕк авмасăр тырă акăнмасть

6 Çу, 2014

Çĕрпÿ районĕнче уй-хир ĕçĕсем кунсерен вăй илсе, сарăлса пыраççĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне тăватă хуçалăх çурхи культурăсене акса пĕтернĕ, çав вăхăтрах "Руно" ООО, "Память Ульянова" ЯХПК, Валентина Егорова хресчен-фермер хуçалăхĕ плана 10,1-16,3% çеç тултарнă.

"ВДС" тулли мар яваплă обществăн çур аки калăпăшĕ районта - пуринчен те пысăкки. Акакан лаптăк 2537 гектар йышăнать. Ĕçе кунта лайăх йĕркеленĕ. Çавăнпах Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Борис Марков пире çак хуçалăха уй-хир ĕçĕсем епле пынипе çывăхрах паллаштарма илсе кайрĕ.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

Рубрика: