Сăн ÿкерчĕксем
— Шкул картишĕнче вылямалли лапам, спорт кĕтесĕ, канмалли лаптăк хатĕр. Çуртра — юмахри пекех. Урок хыççăн юлакан шăпăрлансем валли спальнăсем пур. Пĕчĕкскерсем çывăрĕç те. Занятисем хыççăн ачасем «Шахмат шкулĕнче», пултарулăх кружокĕсенче ăсталăха туптĕç, спорт...
80-ран иртнĕ Светлана Жидовиниковăпа Надежда Саланова сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Хастарлăхпа сывлăха упраса хăвармашкăн вĕсене «Аслă ăру» наци проекчĕ те пулăшать. «Пирĕн сывлăхшăн тăрăшакансем пурри савăнтарать, апла тăк эпир кирлĕ çынсем», — теççĕ вĕсем....
— «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пире тата тăрăшарах ĕçлеме хистет, хавхалантарать. Малашне çак тытăм палăрмаллах улшăнĕ, çĕнĕ шая çĕкленĕ. Паллах, вĕрентекенсен яваплăхĕ ÿсет. Ача-пăчана тарăн пĕлÿ парасси, анлă тавра курăмлă, çирĕп сывлăхлă тăвасси пиртен те килет, — терĕ...
«Культура хутлăхĕ» проект культура учрежденийĕсен инфратытăмне çĕнетессипе тата реноваци ирттерессипе ĕçлет. Сăмах май, 2024 çулччен регионсенчи тата муниципалитет шайĕнчи ачасемпе çамрăксен тата пукане театрĕсенчен 40-шне реконструкци ирттерме палăртнă. Кăçал çак...
Муркаш районĕнче уйрăм пайтаçăсем сахал мар. Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ вĕсем. «Пĕчĕк, вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ хута кайнăранпа вĕсен йышĕ ÿсни те сисĕнет.
Республикăри чи пысăк предприятисенче наци проекчĕпе килĕшÿллĕн профвĕрентÿ йĕркелени ăнсăртран мар. Тĕллевсем пысăк: кунта çапла майпа виçĕ çулта производство тухăçлăхне 30 процента яхăн ÿстермелле.
Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Василий Эктелĕн (Сидоровăн) "Хурăн çырли уçланки" кĕнекин презентацийĕ. Чăваш Енĕн наци библиотеки. 2019, çурла, 7
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн...
Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев «Вĕрентÿ» наци проекчĕ ку тăрăхра пурнăçа мĕнле кĕнипе паллаштарать.
Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне пурнăçласа республикăра калăпăшлă ĕçсем тăваççĕ.
«Пирĕн республикăра, пĕтĕмĕшле илсен Раççейре те çаплах, çынсем ытларах чухне инсульт-инфаркт таврашне пула вилеççĕ е инвалида тухаççĕ. Чăваш Енри стационарсене чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакан 8 пин çын сипленет», — ăнлантарчĕ республикăри клиника больницин...
Кăçал Чăваш Республикинче 18 шкулта капиталлă юсав тăваççĕ. Вĕсен çурчĕсем 50 процент таран кивелнĕ. Çакна «Вĕрентÿ» наци проекчĕн регионти «Хальхи шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
«Шкул ачисем валли хальхи вăхăтри пĕлÿ паракан хутлăх туса хурасси» приоритетлă наци проектне Чăваш учколлекторĕ пуçаруллăн хутшăнать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе директор заместителĕ Е.Ю.ПЕТРОВА паллаштарать.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 32
- 33
- 34
- 35
- 36
- 37
- 38
- 39
- 40
- …
- следующая ›
- последняя »