Пĕтĕм тĕнчери фестивальтен — «ылтăнпа»

26 Пуш, 2019

Республикăри Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Лана Прусакова фристайл спорчĕн 5-мĕш Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнчен «ылтăнпа» таврăннă.

Хĕллехи ăмăрту Челябинск облаçĕнчи Миасс хули çывăхĕнче иртнĕ. Пултарулăхĕсене кăтартма, тĕнче шайĕнчи наградăсемшĕн тупăшма тĕрлĕ çĕршыври чаплă спортсменсем пуçтарăннă.

Тивĕçлĕ наградăна пирĕн ентеш Лана Прусакова фристайлçă çĕнсе илнĕ. Ăмăрту кăтартăвĕнче 144,8 очкопа палăрса «биг-эйр» дисциплинăра Лана ылтăн медальлĕ пулнă. Вăл Анастасия Таталинăпа Яна Шакировăна хыçа хăварнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас