Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланчĕç!

20 Пуш, 2018

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче шкулсенче Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланчĕç. Чи малтан вун пĕрмĕш классем ют чĕлхе предмечĕпе çырчĕç. Кăçал çуркунне кунашкал тĕрĕслев ĕçĕсене 4-6-мĕш, 11-мĕш класс ачисем хутшăнĕç.

Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕ ку таранччен ют чĕлхепе пулман. Акăлчан, нимĕç, француз чĕлхипе иртекен тĕрĕслев çырса тата сăмах вĕççĕн хуравламалли пайсенчен тăрать. 2018 çулта ĕçе икĕ пайпа та е çырса хуравламаллине кăна ирттерессине кашни шкул хăй суйлĕ.

Акăлчан чĕлхипе çырса хуравламалли тĕрĕслев ĕçне Чăваш Енри 173 шкулта йĕркелеççĕ, вĕсенчен 9-ăшĕ сăмахпа каламалли пая та суйлать. Нимĕç чĕлхипе тĕрĕслев ĕçĕн çырса хуравламалли пайне 8 шкулта ирттереççĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас