Пĕрремĕшĕ пур. Вăл - Михаил Игнатьев

14 Утă, 2015

Спорт терминологийĕнчи "Ăнăçлă старт илекен çĕнтеретех" текен ăнлава кашниех илтнĕ ахăр. Суйлав - спортсменсен ăмăртăвĕ мар, çапах иккĕшĕ те пĕр пĕлтерĕшлĕ: хĕрÿ, таса, çивĕч. Çакна Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ хыпарпа çыхăнтаратпăр. Июлĕн 14-мĕшĕнче, 10 сехет те 43 минутра, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан Михаил Васильевич Игнатьев хăйĕн кандидатурине регистрацилеме документсене комисси членĕсене панă. "Хыпар" хаçатра эпир Михаил Васильевича яваплă çак вырăна йышăнма "Единая Россия" политика партийĕн чăваш регион уйрăмĕ сĕннине хыпарланăччĕ.

Республика Пуçлăхĕн должноçне йышăнма хатĕрленекенĕн хăйĕн кандидатурине ырлани пирки чи сахалли - 287, чи нумаййи 301 алă пуснине пухмалли çинчен вулакан пĕлет ĕнтĕ. Михаил Васильевич кандидатуришĕн 301 çын, вăл шутра 56-шĕ - муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен депутачĕсем, алă пуснă. Саккунпа килĕшÿллĕн Тĕп суйлав комиссийĕ кандидата регистрацилес ыйтăва документсене йышăннă кунран пуçласа 10 кун хушшинче татса парать.

Ю.СТЕПАНОВ