Пĕрлештерет те, мăнаçлантарать те

11 Çĕртме, 2015

Кашни çулах июнĕн 12-мĕшĕнче паллă тăвакан Раççей кунĕ - çĕршыв историйĕнчи чи çамрăк уяв. Патшалăх календарĕнчи сумлă ытти уявран вăл хăйĕн шăпипе уйрăлса тăрать. Тата - Раççейшĕн тата вăл пĕрлештернĕ халăхсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнипе. Çакна эпир кашниех туйса тăратпăр. Мĕншĕн тесен çак кун Раççей Федерацийĕ «çуралнă» теме пултаратпăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «РСФСР патшалăх суверенитечĕн декларацийĕ çинчен» документа йышăннă. Çакă «Совет Союзĕ» текен патшалăх текех тĕнче картти çинчен çухалнине, унăн вырăнĕнче унччен республика шутĕнче пулнă çĕнĕ çĕршывсем йĕркеленнине пĕлтернĕ. Нумай ĕмĕр хушши хăйĕн историне çырса пынă Раççей те çав самантран «çамрăк» патшалăхсен йышне кĕнĕ.

Раççей Федерацийĕ хăйĕн нумай нациллĕ патшалăх статусне упраса хăварнă. Кунти кашни халăх çынни тулли кăмăлпа «Эпĕ - Раççей гражданинĕ!» теме, пĕр пек майсемпе, çăмăллăхсемпе усă курма пуçланă.

Тепĕр çултан, 1991 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче, РФ Президенчĕн суйлавĕнче чи нумай сасă пухса çĕршыв ертÿçин тилхепине Борис Ельцин тытнă. 1994 çул вара вăл патшалăхăн çĕнĕ праçникĕ - Раççей кунĕ /Раççей суверенитечĕн декларацине йышăннă кун/ - тăвасси çинчен калакан Хушăва алă пуснă. Тĕрĕссипе, ăна каярахпа «Никама пăхăнманлăх кунĕ» евĕр уявланă. 1998 çулта Б.Ельцин ăна ятарлă йышăнупа паян çирĕпленнĕ ятпа - Раççей кунĕ - палăртма сĕннĕ.

Çапах та вăл 2002 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче РФ Ĕçлев кодексĕн çĕнĕ йĕркисем вăя кĕрсен кăна официаллă уяв пек шутланма тытăннă. «Çак документран пуçланать пирĕн çĕнĕ истори. Граждансен ирĕклĕхĕпе саккунсем пуç пулса тăнине тĕпе хуракан демократиллĕ патшалăх историйĕ.

Унăн тĕп пĕлтерĕшĕ - граждансен ăнăçлă, çитлĕ пурнăçĕ тата ырлăхĕ», - тенĕ кун пирки 2001 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççейĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацине йышăннă куна Кремльте хăнасемпе уявланă чухне.

Рубрика: 

Новости по теме