Пĕрлĕхре - вăй!

22 Ака, 2016

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ — Раççейре Вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн кунĕ. Çак уява çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе 2012 çулта паллă тума йышăннă. Мĕншĕн çак уйăха тата куна суйланă-ха? Истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — шăпах çак кун 231 çул каялла II Кĕтерне патша "Жалованная грамота городам" документа çирĕплетнĕ. Çак пулăм Раççейри вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕ çинчен калакан саккун никĕсне хывăннă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ 284 ял тăрăхне, 7 хула тăрăхне, 21 муниципалитет районне тата 5 хула округне пĕрлештерет. Çак тытăмсенче 2500 яхăн çын ĕçлет. Ĕнер вĕсем Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕн залне професси уявне паллă тума пухăнчĕç.

Уява Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ — Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçрĕ:

— Раççей Федерацийĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн кунне паллă тума йышăнни патшалăх халăха çывăх пулса пысăк та яваплă ĕçе пурнăçлакансене хисепленине кăтартать. Вĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕн ĕçне йĕркелессишĕн те, территорин социаллă-экономика аталанăвĕшĕн те, çынсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассишĕн те, ыттишĕн те яваплă. 2016 çул — суйлавсен çулталăкĕ. Çак суйлавсем республикăшăн, çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлине пурте аван пĕлетпĕр. Çавăнпа вĕсене тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерме чăмăртанмаллине, Чăваш Ен, Раççей чечекленĕвĕшĕн вырăнти хăйтытăмлăх управленине вăйлатмаллине, çирĕплетмеллине аван ăнланатпăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет органĕсен ĕçченĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ, тав турĕ:

— Хуласемпе район ертÿçисем, муниципалитет служащийĕсем кашни кун çынсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсен граждансен тĕрлĕ ыйтăвне хуравлама, татса пама тивет. Халăх пурнăçĕн пахалăхĕ тата обществăри тăнăçлăх вĕсен ĕçĕнчен нумай килет.

Муниципалитет служащийĕсем çакна лайăх ăнланаççĕ, шанăçа тÿрре кăларма тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пысăк пахалăхпа пурнăçлани, курăмлă çитĕнÿсем туни, халăх вĕсен ĕçне хакласа ырă сăмах калани, патшалăх наградисене тивĕçни кăтартса парать. Уявра республика Пуçлăхĕ пултаруллисене ятран асăнчĕ, вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, муниципалитет службинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ награда парса чыс турĕ, малашне те хавхаланса ĕçлеме сунчĕ.

Муниципалитетсен ĕçченĕсене професси уявĕпе çавăн пекех ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов саламларĕç.

В.БАГАДЕРОВА.