Пĕрлехи пысăк ĕç пуçламăшĕ

15 Раштав, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Мускавра Siemens тата «ВНИИР» компанисен хушшинчи килĕшĕве алă пуснине халалланă савăнăçлă церемоние хутшăннă. Документа «ВНИИР» АУОн сăнав канашĕн председателĕ Дмитрий Фомичев, «Сименс АГ» концерн департаменчĕн тата сегменчĕсен ертÿçисем Эльмар Цайлерпа Йорг Либшер алă пуснă.

Енсем ток валеçекен SiemensSitrasDSG хатĕрсен тата SiemensSitrasREC диод выпрямителĕсен производствине локализацилеме калаçса татăлнă. Пысăк технологиллĕ çак продукципе метрополитен тата хулари транспорт подстанцийĕсене тивĕçтерме усă кураççĕ. Производство площадкисем Шупашкарта «ВНИИР» территорийĕнче вырнаçĕç. Килĕшÿре çавăн пекех Шупашкарта персонала производство валли тата çак оборудование пăхса тăма вĕрентесси-не çирĕплетнĕ.

«Siemens компани тĕнче шайĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ. Пысăк çак компани республикăра ĕçлеме пуçлани — истори шайĕнчи çĕнтерÿ. Енсем пысăк технологиллĕ продукци туса кăларасси пирки калаçса татăлнă. Конкурентлă лару-тăрура вĕсем урăх региона та суйласа илме пултарнă. Анчах Чăваш Енре бизнеса аталантармалли лайăх условисем йĕркеленĕ. Республика Раççей регионĕсен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче улттăмĕш вырăнта. Çĕнĕ производство хута кайни çамрăксем валли пысăк технологиллĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл регион Правительстви суту-илÿ рынокĕнче вун-вун çул пулмалли продукци туса кăлармалли пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пулăшнине çирĕплетнĕ.

«Килĕшĕве алă пусни пирĕн компанисен ĕçтешлĕхĕн çĕнĕ тапхăрне пуçлать. «ВНИИР» АУО тата «Сименс» электроэнергетикăра уйрăм çул-йĕрсемпе алла- аллăн ĕçлет ĕнтĕ. Çав шутра — пысăк вольтлă оборудовани, Мускав метрополитенĕн подстанцийĕсене проектлас енĕпе. Халь çĕнĕ шая çĕкленетпĕр — производствăна Раççейре, уйрăммăн илсен Чăваш Енре локализацилессине пуçлатпăр. Сирĕн республикăра инвестици климачĕ лайăххине, регион влаçĕсем ют çĕршывсенчи инвесторсене илĕртес енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртма кăмăллă», — тенĕ концерн департаменчĕн ертÿçи Йорг Либшар.

«ВНИИРăн» сăнав канашĕн председателĕ Дмитрий Фомичев та çак килĕшĕве алă пуснине «ВНИИРпа» «Сименсăн» пĕрлехи пысăк çулĕн пуçламăшĕ» тесе хакланă.

Д.ВОЛКОВ.