Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева /сăн ÿкерчĕкре - сылтăмра/ "Граждансен хастарлăхĕн шкулĕ" семинара, регионсенчи уйрăмсен хастарĕсене лидер пулма хатĕрлес тĕллевпе йĕркеленĕскере, хутшăннă.

Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн тĕп мероприятийĕсен планне кĕртнĕ курс Мускавра юпа уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче иртнĕ.

Курсра çавăн пекех Крым Республикинче тата Севастопольте çĕнĕрен йĕркеленнĕ канашсен хастарĕсем, Раççей регионĕсенчи уйрăмсен председателĕсем пулнă. Вĕсем лекцисем итленĕ, семинар занятийĕсене, тренингсене хутшăннă, анкета ыйтăвĕсене хуравланă, пĕр-пĕрне проектсемпе программăсене патшалăх гранчĕсем пулăшнипе пурнăçланас тĕлĕшпе пухнă опытпа паллаштарнă.

Конференцире Ольга Зайцева Хĕрарăмсен канашĕ тата Чăваш Республикин влаç органĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пĕрле тăвакан ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартнă.

 

О.ПЕТРОВ.

О.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.