Пенсие маларах тухас тесен

29 Çу, 2014

Канаш районĕнче пурăнакан Иванов /автор ыйтнипе унăн тулли адресне палăртмастпăр/ сиенлĕ условисенче ĕçленипе ватлăхри ĕç пенсине маларах тухасси пирки ăнлантарса пама ыйтнă çырăва РФ Пенси фончĕн Канаш хулинчи тата районĕнчи управленине ярса патăмăр.

Управлени пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан С.Кисина пĕлтернĕ тăрăх - федерацин 2001 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» 173-мĕш саккунĕн 27 статйин 1 пункчĕн 2 подпункчĕпе килĕшÿллĕн тивĕçлĕ канăва маларах тухмалли ирĕкпе йывăр условисенче 12 çул та 6 уйăхран кая мар ĕçленĕ арçынсем 55 çул тултарсан усă курма пултараççĕ. Енчен те вĕсем çав çĕрте палăртнă вăхăтăн çурринчен кая мар вăй хунă пулсан çÿлерех асăннă саккунăн 7 статйи тăрăх кашни 2 çул та 6 уйăхшăн 1-шер çул пĕчĕклетсе ĕç пенсине иртерех кăлараççĕ.

РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин 2001 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 258-мĕш хушăвĕпе ватлăхри ĕç пенсине маларах тухма ирĕк паракан ĕç тапхăрĕсене çирĕплетекен йĕркен 3 пункчĕпе килĕшÿллĕн правăна çак документсемпе çирĕплетмелле:

федерацин 1996 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчи «Обязательнăй пенси тытăмĕнчи харпăр хăй /персонификаци/ учечĕ çинчен» 27-мĕш саккунĕ тăрăх гражданин страхланă çын пулса регистрацилениччен - ĕçпе тивĕçтерекен е патшалăх /муниципалитет/ органĕсем панă документсемпе*

çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн страхлансан - харпăр хăй /персонификаци/ учечĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса.

1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи тапхăра илсе пенсие маларах каяс тенĕ чухне 1956 çулта палăртнă списоксемпе пĕрле 1991 çулта çирĕплетнисемпе те усă курма пултараççĕ, 1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн вара - 1991 çултисемпе кăна.

Иванов çырура сварщикра 30 çул каялла ĕçленине асăннă май ун чухне 1991 çулхи списоксем вăйра тăнă теме пулать. Вĕсемпе килĕшÿллĕн сварщиксен пенсие маларах тухмалли правăна тивĕçмешкĕн аргон тата атом-водород мелĕпе ĕçлемелле пулнă, апла тăк çакна документпа çирĕплетмелле. Çав вăхăтрах автор ĕç кĕнекинче хăйĕн специальноçне электросварщик тесе палăртнине асăннă.

1956 çулта 1 тата 2 списоксене çирĕплетнĕ чухне «Пĕтĕмĕшле профессисем» ХХХП пая электросварщик профессине кĕртнĕ. Çавăнпа пĕрлех СССР Ĕç комитечĕн 1960 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи 20-382 тата 1965 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 1240-ИГ çырăвĕсемпе килĕшÿллĕн контакт тата пăнчă мелĕпе шăратса çыпăçтаракан электросварщиксем 2 списокпа килĕшÿллĕн пенсие çăмăллăхпа тухмалли ирĕкпе усă курмаççĕ. Асăннă çăмăллăха алă вĕççĕн /ручная/ шăратса çыпăçтаракансем кăна тивĕçеççĕ. Çавна май пенсие маларах тухассипе çыхăннă ыйтăва татса панă чухне 1992 çулчченхи тапхăрта йывăр условисенче çапла майпа ĕçленине документпа çирĕплетмелле.

Çыру авторĕ Пенси фончĕн территори органне ĕç кĕнекине кăна çитерсе пани çинчен хыпарланă. Апла тăк пенсие маларах кăларма кирлĕ условисене çирĕплетмен. Вăл хăйĕн профессине пайăррăн кăтартманнипе ыйтăва тĕрĕс хуравлама май килмест.

Çакна тĕпе хурса специалистсем ăна тивĕçлĕ документсемпе Пенси фончĕн хăй пурăнакан вырăнти органне кайса ыйтăва уçăмлатма сĕнеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.