Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа салам
1 Sep, 2015 | Вĕрентÿ

Саламлатăп

Хаклă ачасем! Хисеплĕ

вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Вĕрентÿ патшалăхшăн яланах тĕп вырăнта пулнă, пулĕ те. Юлашки çулсенче вĕрентĕвĕн тăкаксен статйи чи пысăкки пулнă: паян та вăл Чăваш Республикин пĕрлехи бюджечĕн пĕрре виççĕмĕш пайне яхăн.

Кăçал шкул çулне çитмен ачасен вĕрентĕвне çĕнетсе улăштармалли питĕ пысăк проекта пурнăçлас ĕç вĕçленет. Унăн кăтартăвĕ - ачасем валли çĕнĕ 22 пине яхăн вырăн уçни, шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕн çĕнĕ йышши инфратытăмне йĕркелени. Ача сачĕсенче бассейнсем, ку чухнехи физкультура тата музыка залĕсем, психолог тата логопед пулăшăвĕн пÿлĕмĕсем, тăварпа сипленмелли «шахтăсем», саунăсем, фитобарсем, автохуласем тата ытти те пур.

Палăртма кăмăллă: пирĕн республикăра тăваттăмĕш çул ĕнтĕ шкул ачисен йышĕ ÿсет. Кăçал пĕрремĕш шăнкăрав 13 пине яхăн ачашăн янăрĕ. Шкул инфратытăмне аталантарнă чухне çак ырă улшăнăва шута илетпĕр.

Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕ пĕчĕккисемшĕн яланах чи пысăк пĕлтерĕшли. Кашни ача малашне ăнăçлă ĕлкĕрсе пырасси вăл мĕнлерех йĕркеленнинчен, еплерех кăмăл-туйăм парнеленинчен нумай килет. Кунта уйрăмах вĕрентекен пысăк вырăн йышăнать. Ун умĕнче халĕ пачах урăх тĕллевсем: пĕлÿ памалла çеç мар, малашнехи пурнăçра кашни ача хăйĕн ăс-хакăлĕпе туллин усă курма пултартăр, çĕршывшăн тивĕçлĕ гражданин пулса çитĕнтĕр тесе ăна ăс пухма вĕрентесси те, унăн пултарулăхне май килнĕ таран ытларах уçма пулăшасси те кĕреççĕ.

Çакăн валли республикăра мĕнпур услови пур. Профориентаци енĕпе ăнăçлă тытăм туса хунă, унта вĕрентĕвĕн мĕнпур шайне кĕртнĕ, рабочи профессисем суйласа илмелли нумай профильлĕ центрсем уçнă. Çакă ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ професси вăрттăнлăхĕпе паллашма тата ăна тĕрĕс суйласа илме, професси вĕренĕвĕн тытăмне вара пысăк ăсталăхлă специалистсем хатĕрлеме мал ĕмĕтлĕ студентсене вĕренме йышăнма май парать.

Шансах тăратăп: малашне те эпир пĕрлехи вăйпа, кашни хăй вырăнĕнче вĕренÿ тытăмĕ, кашни вĕренÿ учрежденийĕ, педагогсем, ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли нумай ĕç тума пултарăпăр.

Çамрăк ăрăва - пĕлÿ тĕнчине интереслĕ çулçÿреве тухма, учительсене, воспитательсемпе преподавательсене - хавхаланупа çирĕп сывлăх, ашшĕ-амăшне пысăк ăспа чăтăмлăх сунатăп.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе сире!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.ИГНАТЬЕВ.