Пĕлÿ кунĕ тĕлне - Чăваш Ен парни

24 Утă, 2015

Луганск тата Донецк халăх республикисенчи шкул ачисем - кăçал пĕрремĕш класа каякансем - валли Чăваш Енре пурăнакансем виçĕ тонна ытла гуманитари пулăшăвĕ хатĕрленĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов Луганск тата Донецк халăх республикисенчи пĕрремĕш класс ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне парнепе савăнтармашкăн "Çĕнĕ Раççее - пĕлÿ кунĕ" ыркăмăллăх акцийĕ йĕркелеме кăçалхи çуркунне чĕнсе каланăччĕ. Унăн шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ырласа йышăннă.

Сăваплă юхăма министерствăсемпе ведомствăсем, предприяти-учреждени, республикăра пурăнакансем пуçаруллă хутшăнчĕç. Пĕрлехи вăйпа 800 пин ытла тенкĕлĕх вĕренÿ хатĕрĕ, канцеляри таварĕ, спорт тумĕ пуçтарнă.

Июлĕн 16-мĕшĕнче 320 чĕркеме пухнă гуманитари пулăшăвне Луганск тата Донецк тăрăхĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне илсе çитермешкĕн Мускав хулине ярса панă.

Михаил Игнатьев ыркăмăллăх ĕçне пуçаруллă хутшăннисене чĕререн тав тунă, акци çĕр-çĕр ачана вĕренмешкĕн тата тарăн пĕлÿ илмешкĕн пулăшасса шаннине пĕлтернĕ.

В.Ильина

Рубрика: