Пеликансем шар курнă

7 Утă, 2015

Шупашкар заливĕнче çу каçарма июнĕн 18-мĕшĕнче шыва пеликансем, шур акăшсем, кăвакалсем ячĕç.

Кайăксене курса ача-пăча савăнать. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - вĕсене Мускавран илсе килнĕ.

Кăçал заливра пеликансем пуçласа курăнчĕç /иртнĕ çулсенче шур акăшсемпе кăвакалсем çеçчĕ/. Пысăк çăварлă тата карланкăллăскерсем 800-1200 г таякан пулла самантрах хыпса çăтаççĕ.

Курма ятарласа залива кайрăм. Бетон плитасен хушшинчи шывран е иртен-çÿренрен хăрани сисĕнмерĕ. Пĕр чарăнмасăр чăмпăлтатрĕç. Вĕсем инкеке лекес туйăм пĕрре те сисчĕвлентермерĕ.

Малтан браконьерсем пĕрне сывлăшпа перекен пăшалтан персе тытнă. Ахăртнех, ашĕнчен шашлăк хатĕрленĕ. Иккĕмĕшĕ те кунта нумай пурăнайман. "Июнĕн 24-мĕшĕнче эпĕ Республика кунне уявлама Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умне кайрăм, залив хĕрринче çÿрерĕм, - аса илчĕ тĕп хулара пурăнакан Александр Тарасов. - Тÿпере самолет явăннине, унтан парашютистсем сикнине сăнарăм. Çав самантра пеликан шыв çинчен вĕçсе хăпарчĕ те тимĕр-бетон юпана пырса тăрăнса шыва ÿкрĕ. Çапах аманмарĕ".

Çав кун хула çыннисем ăна "тутлă апат" çитернĕ. Ăна пула хырăмĕ пăсăлнă. Мĕн панине пĕлместпĕр. Вăл çиме пăрахнă. Ăна А.Николаев ячĕллĕ паркри "Ковчег" зоокĕтесе илсе кайнă. Ветеринар пăхнă та варне сиенленине палăртнă. Шыв ĕçмен, пулă çимен. Ăна глюкозăпа укол туса сыватнă. Пĕрремĕшĕ çухалнă, иккĕмĕшĕ апатран шар курнă хыççăн зоокĕтес харпăрлăхçи заливра çу каçарма пеликансем яма килĕшĕ-ши?

Çапах та лайăх тĕслĕх ытларах. Сăмахран, июнь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче куллен Тăвай районĕнчи Мучар ялĕ варринчи пĕвене шур акăшсем вĕçсе килнĕ. Ватти-вĕтти вĕсене ытараймасăр пăхса савăннă. "Çулла пирĕн патра апатланнине астумастпăр, - пĕлтерчĕç ял администрацийĕнчен. - Чăн та, юлашки кунсенче курмарăмăр-ха. Тен, чĕпписене пăхаççĕ".

 

Сергей МИХЕЕВ

Рубрика: