Педагогсем фото ÿкереççĕ

29 Кăрлач, 2015

Вĕрентекенсем пултарулăх тĕрлĕ енне ăша хывма ăста. Çакна нумаях пулмасть Етĕрне районĕнчи 3-мĕш гимназире иртнĕ анлă педканаша хутшăннисем тепĕр хут ĕненме пултарчĕç. Шăпах çак мероприяти тĕлне асăннă вĕренÿ заведенине республикăри вĕрентекенсен хушшинче йĕркеленĕ фотокурава куçарса килчĕç. 2007 çултанпа çуллен йĕркелекен кăсăклă конкурс Чăваш Ен тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакан учительсен фотосюжечĕсемпе паллаштарать. «Ырăлăх педагогики» - çапла ят панă шкул ĕçченĕсен пултарулăхне çутатакан, куракана ырăпа илеме асăрхама чĕнекен курава.

Çичĕ çул тăршшĕнче фотоконкурс пухмачĕ интереслĕ ĕçсемпе самай пуянланнине кура кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви чи ăнăçлă сăнÿкерчĕксенчен куçса çÿрекен курав йĕркелеме шут тытнă. Шупашкар хулипе районĕнчи чылай шкулта пулнă ĕçсен пуххи хальхи вăхăтра Етĕрне тăрăхĕнче «çулçÿрет».

Сăмах май, халăха килĕшекен çак конкурса йĕркелекенĕсенчен пĕри - Илья Клочков, республикăри паллă фотохудожник тата вĕрентекен. «Ырăлăх педагогики» конкурс картинче Илья Степановичăн ĕçĕсенчен кăна тăракан фотокурава уйрăмах ăнăçлисен йышĕнче палăртмалла. Вĕрентекенсем те унăн ĕçĕсен умĕнче чылайччен чарăнса тăраççĕ, ăсталăхне хаклаççĕ.

Етĕрне районĕнчи вĕрентÿ ĕçченĕсем 2015 çул вĕçлениччен фотокурав татах йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Ăна вĕсем Литература çулталăкне халалласшăн.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: