Пĕчĕккисене - садик, ялтисене - спорт залĕ...

15 Çурла, 2014

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулнă май ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ача сачĕсемпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕ.

- Владимир Николаевич, федераци бюджечĕ ача сачĕсен строительстви валли çак кунсенче уйăрнă транш планпа палăртни-и е хушма укçа-и?

- Чăн та, шкул умĕнхи вĕренĕве аталантармашкăн республикăра 2011 çулта вăй илнĕ программăпа килĕшÿллĕн иккĕмĕш транш килсе çитрĕ. Сăмах май, 2011-2013 çулсенче 23 ача сачĕ хута яма пултартăмăр. Çак тĕллевпе 2 млрд ытла тенкĕ тăкакланă. Асăннă проекта çитес çул вĕçлеме 3 çулти тата аслăрах ачасене садикпе тивĕçтерес ыйтăва татса паратпăр. Тĕллев - 1,5 çултан иртнисем валли вырăн тупасси.

Кăçал шкул умĕнхи учрежденисен строительствине 2 млрд тенке яхăн яма палăртнă. Çавна май федераци бюджетĕнчен пĕрремĕш ăстрăмпа 260 млн, иккĕмĕшпе 431 млн тенкĕ килнĕ, ытти - республика бюджетĕнчен.

Укçапа усă курас енĕпе чăрмав çук - строительсем пахалăхлă ĕçлеме хăнăхса çитрĕç темелле. Чăн та, хальлĕхе вĕçлеймен икĕ объект пур - Муркашра тата Кÿкеçре. Вĕсене кăçал хута ямалла.

Шупашкарта паян тата 5 садик çĕкленĕ, 2015 çулта объектсем татах йышланĕç. Пирĕн тĕллев - 4 пин ача валли вырăн йĕркелесси.

- Черетре 30 пин ытла ача тăрать вĕт...

- Аплах каламан пулăттăм. Вырăн кĕтекенсен пысăк пайĕ - 1,5-3 çултисем, 3 çултан иртнисем 2 пин ача кăна. Çывăх вăхăтрах çак çивĕчлĕхе сирме май килĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ учрежденисем туса лартнипе пĕрлех ытти мелпе усă курма тăрăшатпăр. Сăмахран, çемьери ача садне йĕркелени пĕчĕккисене тивĕçлĕ воспитани илме пулăшнипе пĕрлех ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтереççĕ. Хальхи садиксене малалла аталантармалла. Вĕсенче хушма вырăнсем уçса черете чакарма май килĕ.

- Шкулсем пирки мĕн каланă пулăттăр? Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен шутлă кунсем юлчĕç...

- Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитернине тĕрĕслес тапхăр вĕçленчĕ. 1077 учрежденирен чылайăшне - муниципалитет шайĕнчине, Вĕренÿ министерствине пăхăнаканнине - йышăннă.

Чăн та, татса паман ыйтусем те пур-ха. Вĕсене çурла уйăхĕн 29-мĕшĕччен уçăмлатмалла. Сăмах кунта пĕлтерĕшлĕ икĕ проекта пурнăçа кĕртесси пирки пырать. Пĕрремĕшĕ хевтесĕр ачасене юрăхлă хутлăхпа тивĕçтерессипе - кĕрсе тухмалли, усă курмалли вырăнсем туса панисĕр пуçне япăх куракан тата илтекен ачасем валли ыттисемпе тан пĕлÿ илме май паракан ятарлă оборудовани туянасси. Çакна валли 21 млн тенкĕ уйăрнă. Асăннă проектăн пĕрремĕш пайне - çурла уйăхĕнче, иккĕмĕшне çулталăк вĕçлениччен пурнăçламалла. Тĕллевĕ пархатарлă - ялта çитĕнекен ăру пур енлĕн аталанма пултартăр, физкультурăпа спортра пиçĕхсе сывă та таса ÿстĕр. Ялти 26 шкулта спорт залĕсене çĕнетсе улăштарасси. Асăннă программăсене ĕçе кĕртмешкĕн вăхăт кирлĕ.

- Учебниксем çителĕклĕ-и?

- Иртнĕ çул ку ыйтăва татса панă. Кăçал вĕсене çĕнетмешкĕн 260 млн тенкĕ уйăрнă. Çав шутра наци культурипе, ÿнерĕпе çыхăннисене туянмалла.

- Тулайри йăхташсене, сăмахран, Тутар Республикинчи чăваш диаспорине, вĕсемпе тивĕçтерессине мĕнле йĕркеленĕ?

- Ку енĕпе правительство шайĕнче калаçса татăлнă: кÿршĕсем - пирĕн республикăри тутар шкулĕсем, эпир Тутар Республикинчи чăвашсем валли вĕренÿ пособийĕсем кăларатпăр. Пĕр-пĕринпе ылмаштаратпăр эппин. Ку енĕпе кăткăслăх пулмалла мар.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: