Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма
15 Apr, 2015 | Экономика

Çак тунтикун Республика Пуçлăхĕ министрсемпе, ытти ертÿçĕсемпе ирттернĕ канашлура пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси питех те пĕлтерĕшлĕ пулмаллине палăртнă. Юлашки çулсенче çак тытăма аталантарма 1млрд 350 млн тенкĕ укçа янă. Кăçал та ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн виçи чакмасть. Уйрăмах технологипе çыхăннă енсене çĕнетме, хатĕр-хĕтĕре модернизацилеме, инновациллĕ продукци кăларма пулăшĕç.

Кунсăр пуçне лизинг килĕшĕвĕпе пирвайхи тÿлеве, кредит проценчĕсене субсидилĕç. Чăваш Ен предпринимателĕсем çăмăллатнă майпа микрозаймсемпе, республикăн Гаранти фончĕн пулăшăвĕпе усă курма пултарĕç.