Пĕчĕк бизнеса малашне те пулăшĕç

14 Ака, 2015

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах вăл хăй РФ Патшалăх Канашĕн Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрне пуçламăшĕнче Кремльте ирттернĕ ларăвне хутшăнни çинчен каласа панă. Унта предпринимательлĕх аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çĕршыв ертÿçи çак ыйтусене татса панине çĕршыв экономикин çирĕплĕхне тивĕçтерекен тĕп ĕçсенчен пĕри тесе хаклать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси республикăра та патшалăх политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри пулни çинчен каланă. Юлашки çулсенче çак тĕллевпе 1,35 млрд тенкĕ хывнă. Кăçал та патшалăх пулăшăвĕн виçи чакмĕ. Михаил Васильевич бизнесшăн меллĕ условисем йĕркелемеллине, бюрократи чăрмавĕсене сирмеллине палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕ чи малтанах технологисене, оборудование çĕнетме, инноваци продукцийĕн производстви валли пулĕ. Унсăр пуçне лизинг килĕшĕвĕсемпе хывмалли пуçламăш тÿлевсене, кредитсен проценчĕсене субсидилĕç, Чăваш Ен предпринимателĕсем çăмăллăхлă условисемпе /çулталăкри 10% шайĕнче/ ЧР Гаранти фончĕ шантарнипе микрозаймсемпе усă курма пултараççĕ.

Республика делегацийĕн Беларуçри визитне пĕтĕмлетнĕ. Унти пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусем çак çĕршывпа тытакан çыхăнусене аталантарма пулăшĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх - машиностроени секторĕнче пĕрле ĕçлес шанăç уйрăмах пысăк. Çав шутра - ялхуçалăх техники, станоксем, ытти оборудовани туса кăларасси. Белоруссене Чăваш Енĕн электротехника отраслĕ уйрăмах кăсăклантарать. Çав шутра - ку енĕпе ăста специалистсем хатĕрлессипе çыхăннă опыт. Калаçса татăлнине тÿрре кăларсан Чăваш Енпе Беларуç хушшинчи тавар çаврăнăшĕ икĕ хут пысăкланмалла.

Транспорт министрĕ Владимир Филиппов республика территорийĕнче видеофиксаци системине аталантарасси çинчен каласа панă. Сăмах май, 2012-2014 çулсенче çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕллевпе республика 113 фото- тата видеофиксаци комплексĕ туяннă. Республика Пуçлăхĕ çул-йĕр правилисене пăсакансем тĕлĕшпе яваплăх çирĕп пулмаллине палăртнă, тивĕçлĕ программăсем пулманнине кура бюджет шучĕпе туяннă видеофиксаци приборĕсен пĕр пайĕ ĕçлеменшĕн кăмăлсăрланса калаçнă.

Пĕрремĕш кварталта Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула çынсем вилессине чакармалли мероприятисен планне мĕнле пурнăçлани çинчен вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каласа панă. Асăннă сăлтавсемпе çынсем вилессин кăтартăвĕсем Чăваш Енре Раççей тата Атăлçи округĕн шайĕнче чи пĕчĕккисен шутĕнче. Сывлăх сыхлавĕн министерстви ку енĕпе плансем хатĕрленĕ. Тĕллев - çынсене ыйту çивĕчлĕхне ăнлантарасси, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарасси.

Д.СТЕПАНОВ

Рубрика: