«Паянхи сасăлав малашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ»

13 Авăн, 2015

Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче 628 тата 629-мĕш суйлав участокĕсем вырнаçнă. Палăртнă вăхăтра алăксене уçсан комисси членĕсем малтанхи суйлавçăсене ырă сунса кĕтсе илчĕç. Суйлавçăсен списокĕнче - 3 пин ытла çын. Ирех килнисен йышĕнче - ытларах сумлă ветерансем. Хăнăхнă йĕрке халĕ те вĕсене хăйсене çирĕп тытма пулăшать. 629-мĕш суйлав комиссийĕн председателĕ пĕлтернĕ тăрăх - микрорайонти çамрăксем те хастар граждан позициллĕ, вĕсем çак мероприятин пысăк пĕлтерĕшне аван ăнланаççĕ. Паянхи сасăлав мĕнле иртнинчен вĕсен малашлăхĕ те нумай килет-çке.

Кермен умĕнче Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин «Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн» тĕп врачне Николай Николаева тĕл пултăм, шухăш-кăмăлĕпе кăсăклантăм. Николай Станиславович суйлава хавас туйăмпа хутшăннине пĕлтерчĕ: «Паянхи кун чăннипех республикăшăн, унăн историйĕшĕн, малашлăхĕшĕн, кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа палăрса юлать. Пысăк уяв тейĕттĕм ăна. Çак самантра республика ертÿлĕхĕн, вырăнти влаç тытăмĕн тата хула, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртатпăр. Влаçа маттур та пуçаруллă, хастар çынсем килессе шанатăп. Паянтан тăван республикăмăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çĕнĕ çул-йĕрĕ йĕркеленĕ. Кашни суйлавçă хăйĕн граждан тивĕçне чыслăн пурнăçласа çакăнта хăйĕн тÿпине хывĕ...»

629-мĕш суйлав участокĕн списокне çак микрорайонти Атăл, Энергетиксен, И.Франко, Текстильщиксен тата З.Яковлева урамĕсенче пурăнакан 1541 суйлавçăна кĕртнĕ. Бюллетень пуçласа алла илекен шутĕнче - 12 çамрăк. Историллĕ çак пулăма вĕсен асĕнче хăварма суйлав комиссийĕ ятарлă парнесем хатĕрленĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, ывăлĕпе Иванпа тата хĕрĕпе Марийăпа пĕрле /сăнÿкерчĕкре/ тăхăр сехет çурăра суйлав участокне çитрĕ. Бюллетене урнăна янă хыççăн Михаил Васильевич массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем валли кĕске пресс-конференци ирттерчĕ: «Паян - уяв, пĕрлехи сасăлавăн кунĕ. Ирех республикăри 1184 суйлав участокĕ хăйĕн алăкне уçрĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен 3746 депутачĕ мандат илĕ. Суйлав çÿллĕ шайра иртессе шанатăп. Политика вăйĕсен кĕрешĕвĕн тата халăх шухăш-кăмăлĕн пĕтĕмлетĕвĕ кĕçех паллă пулĕ...»

Михаил Васильевич ывăлĕ Иван та çак суйлавра пуçласа алла бюллетень илчĕ /сăнÿкерчĕкре/. «Паян манăн хавхалануллă кăмăл, эпĕ хама Раççейĕн чăн-чăн, тулли праваллă гражданинĕ пек туйрăм», - терĕ вăл. «Акă, эсĕ те патшалăх влаçĕн тытăмне йĕркелеме хутшăнтăн, хăв çине пысăк яваплăх илтĕн. Çак ятпа чĕререн саламлатăп», - чăмăртарĕ ашшĕ ывăлĕн аллине. Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕнчен Иван Михайловича парне тивĕçрĕ.

Суйлавçăсен хастарлăхĕ, алла бюллетень илекенсен шучĕ куç умĕнчех ÿссе пычĕ...

Юрий ЛИСТОПАД