Паян та чĕрĕ пекех

16 Чÿк, 2015

Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши 1899 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче килнĕ çак тĕнчене. Çапах юлашки çулсенче сăвăç çуралнине эрнекун паллă тăвассине йăлана кĕртрĕмĕр. Кăçал та унăн палăкĕ умне чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнчех пуçтарăнтăмăр. Ку мероприятие яланах пĕр çынсем хутшăнни çинчен çырма кирлех-ши? «Эх, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсен хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнламаллаччĕ те çакăнта», - ахальтен мар кăмăлсăрланчĕ хăшĕ-пĕри. Çеçпĕл Мишши премине тĕрлĕ çулта илнисене те курас килетчĕ. Пурпĕрех чăваш сăмахĕ, юрри-кĕвви иртсе каякан транспорт шавне хупламалăхах янăрарĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай калашле, юрлă çумăр та чăрмантараймасть пире çакăнта килсе Çеçпĕл Мишшине пуç таймашкăн, хамăр шухăша каламашкăн. Йĕркелÿçĕсем кăçалхи уява çĕнĕлĕх кĕртнĕ - Çеçпĕл Мишши премине поэт çуралнă кун палăк умĕнче пама пуçларĕç. Лауреатсен йышне икĕ çын - Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев тата Чăваш патшалăх академи симфони капеллин солисчĕ Вячеслав Вахтеркин - хушăнчĕ. Вĕсем чăваш ÿнерне тĕнче шайне çĕкленĕшĕн, юрри-кĕввине халăх хушшинче сарнăшăн тивĕçрĕç хисеплĕ çак ята.

Виталий Станьял ăсчах Çеçпĕл Мишши сăввисем çамрăк ăрушăн ялав пекех кирлине палăртрĕ. «Кĕрешÿ вĕçленмен-ха», - терĕ вĕрентекенсен вĕрентекенĕ. Халăх ырлăхĕшĕн кĕрешнĕ çыннăн ячĕ вара ĕмĕрсен хушшинче упранса юлнă. Нумаях пулмасть Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче пулнине аса илчĕ Виталий Петрович. Унта шкул ачисем сăвă калани килĕшнĕ ăна.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи кашни уяв тĕлне сăвă çырнине хăнăхрăмăр. Хальхинче те çĕнĕ ĕмĕт пулнăран пурăннине, ыррине кĕтнине çирĕплетрĕç унăн сăвă йĕркисем. Пĕрле пуçтарăнни çĕнĕ шанчăк, хăват хушма пулăшни çинчен каларĕ вăл.

«Çамрăк Улăп тăрать.

Пуçĕпе пĕлĕте перĕнет,

Куçĕнче - вут-хĕлхем ялкăшать...» - Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Çеçпĕл Мишшине халалланă сăввипе пуçларĕ хăйĕн сăмахне.

Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев Çеçпĕл Мишшин кашни сăмахĕ пурнăç саккунĕ вырăнĕнче пулмаллине палăртрĕ.

Сăмахăма Валери Туркай шухăшĕпех вĕçлес килет. Чăнах, эпир асра тытнăран паян та чĕрĕ пекех Улăп-сăвăç.

Митинг хыççăн Шупашкарсем Канаш районне, Çеçпĕл Мишши çуралнă тăрăха, тухса кайрĕç. Унта та уяв мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: