Паян республикăри строительсене уявпа саламларĕç

10 Çурла, 2017

Паян Чăваш патшалăх филармони çуртĕнче Строитель кунне халалланă уяв иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Михаил Игнатьев республикăри строительство отраслĕнче вăй хуракансене тата ветерансене уяв ячĕпе саламларĕ, строитель профессийĕ ку чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине, Правительство отрасле ăнăçлă аталанма пур майпа та тивĕçтерме тăрăшнине палăртрĕ.

- Чăваш Ен строителĕсем - пысăк класлă профессионалсем, пултаруллă ăстасем, - терĕ. - Сире пула çынсен пурнăç пахалăхĕ ÿсет, ял-хула инфратытăмĕ лайăхланать. Республика Пуçлăхĕ отрасль ĕçченĕсене ЧР социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тав турĕ, ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов отрасльти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Строительствăра 23,8 пин çын вăй хурать, вĕсенчен 18,4-шĕ - стройорганизацийĕсенче, ыттисем - стройматериал туса кăларонă çĕрте. Юлашки çулсенче стройматериал туса кăларакан предприятисене хута яма темиçе инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, 2,5 млрд тенкĕ хывнă. Предприятисем материалпа хамăр республикăри çурт-йĕр ăстисене туллин тивĕçтереççĕ, ăна кÿршĕллĕ регионсене те сутаççĕ.

Строитель алли ылтăн. Вĕсен ырми-канми тăрăшулăхне пула ял-хулара пурăнмалли çуртсемпе пĕрлех медицинăпа вĕренÿ учрежденийĕсен, культурăпа спорт объекчĕсен çурчĕсем çĕкленеççĕ. Шупашкарпа ытти хула сăн-сăпачĕ çулсерен çĕнелет. Ăстасен профессиллĕ уявне çуллен çурла уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче уявласси ырă йăлана кĕчĕ.

Республикăри пайçăсем 31,7 млрд тенкĕлĕх 9,8 пин килĕшÿ тунă. 76 строительство организацийĕ вĕсем валли 121 объект хăпартать. Социаллă программăсемпе килĕшÿллĕн 5,7 пин çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма пултартăр тесе тĕрлĕ шайри бюджетран 3,26 млрд тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун тĕлне çак программăна кĕрекен 1,9 пин çемье хăтлă хваттерсене куçнă.

Савăнăçлă мероприятие хутшăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров, Ĕçпе тивĕçтерекен «Чăваш Ен строителĕсен союзĕ» пĕрлешÿ канашĕн председателĕ Энвер Аблякимов, РФ тава тивĕçлĕ архитекторĕ, «Чăвашгражданпроект» АО гендиректорĕн заместителĕ Владимир Филатов праçник ячĕпе саламласа ырă сăмах каларĕ.

Михаил Игнатьев строительствăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлекенсене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Чылайăшĕ тĕрлĕ ведомство хисепне тивĕçрĕ.

 

 

Теги: 

Комментари хушас