Паян Çамрăксен патшалăх премине пачĕç

Правительство çуртĕнче паян, Çамрăксен кунĕнче, ЧР Çамрăксен патшалăх премине савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Ăна тивĕçнĕ 21 çынна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламларĕ.

Вăл ЧР Çамрăксен патшалăх премине ăслăлăхра, техникăпа производствăра, литературăра, культурăпа искусствăра, вĕрентÿре, воспитанипе çамрăксен политикинче, журналистикăра, сывлăх сыхлавĕнче, спортра, тăван тавралăха хÿтĕлес сферăра, хăйсен ирĕкĕпе тăвакан ĕç-хĕлте пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă хĕрсемпе каччăсене панине аса илтерчĕ. Çамрăксен хастарлăхĕ çулсеренех ÿссе пынине систерчĕ: пĕлтĕр ку премие илме 32 ĕç тăратнă, кăçал — 43. «Эсир хатĕрленĕ ĕçсемпе проектсем чăна çаврăнасса, обществăна усă кÿрессе шанатпăр. Çамрăксем — пирĕн пуласлăх, çавăнпа Раççейре те, Чăваш Республикинче те вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшатпăр», — терĕ премьер-министр.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвне тĕпе хурса 2018 çултанпа Çамрăксен патшалăх премийĕсене хальхи пек 8 мар, 10 енĕпе пама пуçлассине пĕлтерчĕ. Малашне ку премие патриотизм воспитанийĕн сферинче тата çамрăксен общество юхăмне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнисем те илме пултарĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас