Павел Астахов тав тунă

31 Утă, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйран Павел Астаховран çыру килнĕ.

«Донецк тата Луганск халăх республикисенчи ачасене вĕренÿ хатĕрĕсемпе пулăшма йĕркеленĕ «Çĕнраççее - пĕлÿ кунĕ!» ыркăмăллăх акцине пурнăçа кĕртме пысăк пулăшу кÿнĕшĕн тата сирĕн регион гуманитари пулăшăвне хатĕрлеме хутшăннăшăн чĕререн тав тăватăп, - тенĕ телеграммăра. - Акци вăхăтĕнче пухнă япаласене /250 тонна ытла/ Раççей МЧСĕн 34-мĕш гуманитари колонни Донецка тата Луганска 2015 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче илсе çитерĕ».

Ача-пăча омбудсменĕ Павел Астахов юнлă хирĕçтăрусене пула шар курнă регионсенче пурăнакан çемьесем, çул çитмен ачасем Раççейре пуçтарнă вĕренÿ хатĕрĕсене, кĕнекесене, канцеляри таварĕсемпе парнесене сентябрĕн 1-мĕшĕ умĕн илессине палăртнă.

Ыркăмăллăх акцийĕ Донецкри тата Луганскри 1-мĕш класа каякан 23 пин ачана савăнăç кÿрĕ.

Чăваш Енри акцие министерствăсемпе ведомствăсем, предприятисемпе учрежденисем, республикăра пурăнакансем хастар хутшăннă. Пĕрлехи вăйпа 800 пин ытла тенкĕлĕх вĕренÿ хатĕрĕ, канцеляри таварĕ, спорт тумĕ пуçтарнă.

Июлĕн 16-мĕшĕнче 320 ытла чĕркемлĕ гуманитари пулăшăвне /пĕтĕмпе 3 тоннăна яхăн/ Луганск тата Донецк халăх республикисене çитермешкĕн Мускава ăсатнă.

И.НИКОЛАЕВА

Рубрика: