Паттăрăн сăнарĕ çынсен асĕнчех

10 Çĕртме, 2016

Раççей кунĕ умĕн Шупашкарта Раççей Геройĕ Игорь Петриков ячĕллĕ скверта паттăр офицерăн палăкне уçрĕç.

Çак ятапа иртнĕ уява ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Варнава, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, И.Петриковăн амăшĕ Анна Егоровна, ывăлĕ Вячеслав, йăмăкĕ Наталья, хула пухăвĕн депутачĕсем, ЧР Çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, хула çыннисем, кадет класĕнче вĕренекенсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

«Игорь Петриковăн ятне эпир нихăçан та манмăпăр. Унăн паттăрлăхĕ пире, пирĕн ачасене маттур та хастар пулма вĕрентеççĕ, малаллах талпăнма çунат хушаççĕ. Тăван çĕршыва чунтан юратакан, хăйĕн ĕçне парăннă çын кăна хăюллă утăм тума пултарать. Игорь Анатольевич пек паттăр салтаксемпе офицерсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе паян эпир тăнăçлă çĕршывра пурăнатпăр. Малашне те çаплах пуласси çитĕнекен ăруран нумай килет», — терĕ Михаил Васильевич пурне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма суннă май.

Паттăр ентешĕн палăкне чăваш меценачĕсем Николай Угаслов, Андрей Углов тата ыттисем пуçарнипе тунă. Сăмах май, вĕсем тăрăшнипех Университет урамĕнче Раççей Геройĕн скверĕ хута кайрĕ. Паян унта çывăхра пурăнакан çамрăксем спортпа вăйă лапамĕсене выляма, çамрăк амăшĕсемпе вĕсен ачисем уçăлма çÿреççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: