Патшалăх символĕсем - пирĕн пуянлăх

28 Ака, 2015

Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир кашни çулах Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр, çавна май районсемпе хуласенче тĕрлĕ мероприяти иртет.

Акă Наци библиотекинче «Чăваш Енĕн Ялавĕ, Гербĕ тата Гимнĕ истори ретроспективĕнче» информаци сехечĕ, Чăваш Республикин хальхи историйĕн тата электронлă, кинодокументаци патшалăх архивĕсенче патшалăх символĕсем çинчен тематика урокĕ тата информаци площадки йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех вĕренÿ заведенийĕсенче, библиотекăсемпе музейсенче, культура çурчĕсенче кăсăклă тĕрлĕ мероприяти ирттерме планланă. Вĕсен пурин те тĕп тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксене патшалăх символĕсем халăх историне кăтартакан пуянлăх пулнине ăнлантарасси. Çамрăк ăру Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне халалланă мероприятисенче мĕн курни-илтнине яланлăхах астуса юлсан тата вĕсен чăн-чăн патриотсен йышне кĕрсен питĕ аванччĕ.

Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне эпир 2004 çултанпа палăртатпăр. Мĕншĕн-ха шăпах апрелĕн 29-мĕшĕнче? Çак кун 1992 çулта Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав - пирки йышăнусем кăларнă. Кăшт маларах вара ятарлă комисси çĕр ытла проектран чи вырăнлă та килĕшÿллĕ Ялавпа Герба - Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннисене - суйласа илнĕ. «Гербра тĕп вырăнта - геральдика щичĕн варринчи пурнăç йывăçĕ. Унăн тымарĕсем - çĕр айĕнче. Пурнăç йывăçĕ виçĕ халăха пĕлтерекен туратсенчен тăрать: тĕп чăвашсем, вулă çывăхĕнчи* хĕрринчи - чăваш диаспорин турачĕ* икĕ çак турат хушшинчи, тымарсем патне çитейменни - Чăваш Енре хальхи вăхăтра пурăнакан халăхсем. Çапла майпа обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеленет. Манăн çак аспекта та Гербра кăтартас килчĕ», - ăнлантарнă Элли Михайлович.

Республикăра пурăнакансем хамăрăн Ялава - сарă тата йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕскере - ыттисен хушшинче тÿрех уйăрса илееççĕ. Сарă тĕс - чăвашсен чи юратни, вăл мĕнпур ырлăхпа илеме сăнарлать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăхăн эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемине - «Пурнăç йывăçне» - витекен çăлтăра виçĕ хутчен ÿкерни чăвашсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ăнлавне палăртать. Çакна та палăртса хăварар: Элли Юрьев Шупашкар хулин Гербĕн тата Чăваш Ен аталанăвĕпе çыхăннă нумай паллăпа медаль авторĕ те. Пурăннă пулсан вăл кăçал март уйăхĕнче 79 çул тултармаллаччĕ. Тепĕр саманта та асăнмасăр май çук: республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн паллă ÿнерçи, ЧР патшалăх Гербĕпе Ялавĕн авторĕ Элли Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа мероприятисем ирттересси çинчен калакан хушăва алă пуснă.

«Çурхи тĕнче вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать, чĕре сикет

Çĕршывăм çинчен юрлас килет...»

Кам пĕлмест пулĕ çак йĕркесене? Официаллă мероприятисене, пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсене уçнă чухне Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать те - чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кĕвĕленĕ çак юрра хампа юнашар тăракан çынсем те юрлани пушшех хăпартлантарать: Тăван çĕршыва юратасси патшалăх символĕсене пĕлнинчен тата хисепленинчен пуçланать-çке. Çак символсем ахаль сăнарсенчен, паллăсенчен пĕлтерĕшлĕрех. Вĕсем тăван кĕтеспе, Тăван çĕршывпа, историпе, граждан тивĕçлĕхĕпе, тăван чĕлхепе тачă çыхăннă. Патшалăх символĕсем - пирĕн пуянлăхпа мăнаçлăх.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: