Патăрьелти ачасем Оренбурга кайма хатĕрленеççĕ
18 Jul, 2017 | Вĕрентÿ | ачасем

Çак кунсенче Патăрьелти 1-мĕш шкул ачисем Оренбургра авăн уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче иртекен "Атăлçи зарници" çарпа спорт вăййине кайма хатĕрленеççĕ. Капла чыса вĕсем республикăра кăçалхипе 49-мĕш хут иртнĕ "Зарница" тата "Орленок" вăйăра çĕнтернине кура тивĕçнĕ.

"Атăлçи зарници" вăййа Патăрьелти 14 ача кайĕ. "Вăйă программи кашни кун çине тăрса хатĕрленме хистенине кура пирĕн ачасем пăшалтан пеме, пĕрремĕш пулăшу кÿме хăнăхнипе пĕрлех çарпа истори литературине те çине тăрса вулаççĕ", - тенĕ шкулта паян пулнă "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторне Алина Измана асăннă шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне ăша хывтаркан Юрий Васютин преподаватель. Сăмах май, Оренбургри ăмăртăва ачасене вăл илсе кайĕ. Округри вăйăра çĕнтернĕ команда Пĕтĕм Раççейри вăййа хутшăнĕ.

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА. Алина ИЗМАН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас