Патăрьелсемпе Елчĕксем акара маларах

Ĕнер, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче çур акине еплерех йĕркеленипе паллашнă.

Малтан министр Патăрьел тăрăхĕнчи «Исток» агрофирма хирĕнче пулнă. «Ял хуçалăх культурисене тăпрана агротехникăпа килĕшÿллĕн варăнтарассишĕн тăрăшатпăр, — пĕлтернĕ Александр Илюткин ертÿçĕ. — Пирĕн тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 1300 ытла, сахăр кăшманĕ — 300, çĕр улми — 200 гектар, нумай çул çитĕнекен курăк самях йышăнĕç. Ĕç çине 20 ытла агрегат хутшăнать. Вăхăтра тата пысăк пахалăхлă акса хăварассишĕн Николай Тихонов, Андрей Соловьев, Михаил Кузьмин, Владимир Лампасов, ытти механизатор иртен пуçласа каçченех вăй хураççĕ».

Владимир Романов тракторист К-700 тракторпа 180 гектар çинче çурхи тулă акатчĕ. Вĕр çĕнĕскер шухă лаша пек юртать. «Ку техникăна — 5,9 млн, 15 метр сарлакăш культиватора 1,6 млн тенкĕ парса туянтăмăр, — тенĕ директор. — Çак укçан 25 процентне патшалăх саплаштарать. Пире пулăшу кÿни трактор-машина паркне çĕнетме хавхалантарать. Минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал, паха вăрлăх туянма кĕске вăхăтра тавăрмалли кредит илтĕмĕр. Унăн процент ставкин 5 процентне саплаштарма патшалăх пулăшать. Пĕлтĕр хуçалăха тĕрлĕ программăпа субсиди 14 млн тенке яхăн пачĕç. Ку агрофирмăшăн — çирĕп тĕрев».

«Истокра» акана кĕске хушăра вĕçлеме чăрмантаракан сăлтав çук. Кунтан вице-премьер «Батыревский» общество хирне çул тытнă. Унта Сергей Иванов, Геннадий Ялуков, Александр Иванов тата ыттисем çĕр улми лартнă. «Ку ĕçе тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ чухне вĕçлетпĕр, — тенĕ АУО директорĕ Петр Ялуков. — Республикăри хăш-пĕр хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне пĕчĕклетесшĕн. Эпир иртнĕ çулхи чухлех хăваратпăр. Мĕншĕн тесен çĕрулми тупăш лайăх парать. Хальхи вăхăтра унăн кашни килограмне обществăран 22-24 тенкĕлле туянаççĕ».

Министр Николай Федоров хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе те кăсăкланнă. «Бензин-дизтопливо ака ирттерме çителĕклĕ, минерал удобренийĕ 200 тонна хыватпăр, — каласа панă фермер. — Трактор-машина юсавлă. Ака кал-кал пырать. Ăна кĕске хушăра вĕçлетпĕр».

Районти уй-хир ĕçĕсем çинчен министра администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа унăн çумĕ Леонид Кузнецов пĕлтернĕ.

С. Артамонов Елчĕк районĕнчи «Победа», «Комбайн», «Прогресс» хуçалăхсене çитсе курнă. Ертÿçисем çурхи ĕçсене мĕнлерех йĕркелени çинчен каласа панă. Акана пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çапла каланă: «Çумăр çуса чăрмантармасан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен акса пĕтерме тĕллев лартрăмăр. Бензин-дизтопливо çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ака аван иртет».

Патăрьелпе Елчĕк райадминистрацийĕсен пуçлăхĕсем вице-премьера çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне акана вĕçлеме шантарнă.

Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ:

- Ял хуçалăх культурисене нÿрĕк хисепĕ тăпрара нумайрах чухне акса-лартса хăварассишĕн акана хутшăнакансене пурне те чĕнсе калатăп. Пирĕн трактор-машина республикипе кашни талăкра вăтамран 15 пин гектар таран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акма çитет. Çĕр пуласса кĕтсе лармалла мар, кашни сехетпе усă курса тухăçлă ĕçлемелле. Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçрĕç. Çурхи культурăсене 320 пин гектар акмалла. Иртнĕ çулсенче сухаламан çĕрĕн пĕр пайне пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе районсенче епле ĕçленине республика Пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăрать. Вĕсен каялла чакма юрамасть. Кашни районта миçе гектар ĕçе кĕртмеллине Министрсен Кабинечĕ йышăну кăларса палăртнă.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас