Патăрьелсем ĕçлеме те, пурăнма та пĕлеççĕ
1 Ноября, 2016

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ, районсен муниципалитечĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Ыхраçырми — районти пысăк ялсенчен пĕри. Кунта çынсене пурăнма хăтлă условисем туса панă: икĕ вăтам шкул, ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, вулавăш, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, асфальт сарнă çул.

Çав кун ялпа районшăн çеç мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ объект — аш-какай тирпейлекен цех — хута кайрĕ. Хуçи, Решит Санзяпов, çак ял çынниех. Педагог, агроном, юрист профессийĕсене алла илнĕскер анлă тавракурăмлă, хăй ĕçне тĕплĕн тăвакан, хăйĕн умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлекен чăн- чăн çĕр ĕçченĕ, ял интеллигенчĕ.

Çĕнĕ цех вырнаçнă кил хуçалăхĕнче — картиш тулли техника. Пурте çĕнĕ. «Киввине юса-са нушаланнин, саппас пайсем илсе укçа пĕтернин усси сахал. Хуçалăхра автомашина, трактор, комбайн — пурте кирлĕ. Вĕсемсĕр икĕ пин ытла гектар çĕре сухаласа, акса çитĕнтернине пухса кĕртейместĕн, выльăх фермипе сĕт тирпейлекен цеха тытса тăраймастăн», — терĕ ХФХ ертÿçи.

Кунта пуçтарăннă хăнасем ял тăрăхĕнче пурăнакан фермерсем, уйрăм çынсем çитĕ-нтернĕ, хатĕрленĕ ял хуçалăх продукцийĕпе, ăсталанă япаласемпе кăсăкланса паллашрĕç. Сĕт-çупа пылран пуçласа мунча кăмаки таранах кăтартрĕç. Чăннипех те ылтăн алăллă ик-кен Ыхраçырмисем.

«Патăрьел çĕрĕ пуçаруллă та хастар çынсемпе пуян. Вĕсем бизнеса ăнăçлă аталантарма пĕлеççĕ, ĕç вырăнĕсем тăваççĕ, ял халăхĕн пурнăçне çĕнĕ шая çĕклеççĕ. Ун пек ĕçченсем патне килме те, вĕсемпе калаçма та кăмăллă», — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Хăю касса пысăк та таса цеха кĕнĕ хăнасен куçĕ умне кăмăла каякан ÿкерчĕк тухса тăчĕ. Кунта хĕрÿ ĕç вĕрет. Кашни специалист — хăйĕн вырăнĕнче. Кĕтесре аш ваклакан Наиль Хатизов тăрăшать. Çыпăçуллă аллисем вылянса çеç тăраççĕ. Вăл туранă какай авăртакансем патне пырать, унтан лини тăрăх малалла куçать.

«Цеха çулталăк хушшинче хамăр вăйпа туса лартрăмăр. 35 миллион тенке кайса ларчĕ. Талăкне виçĕ тонна продукци кăларма пултаратпăр. Ашне хамăр туса илетпĕр. Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх 120 пуç вырнаçмалăх ферма, ăна пусмалли цех. Выльăх халăхран та туянатпăр. Ассортимент хальлĕхе пысăках мар: пельмень, тĕтĕмленĕ кăлпасси, катлет, консервланă аш, çурма фабрикатсем. Цехра 13 çын вăй хурать. Продукци лайăхрах сутăнсан ассортимента пуянлатасшăн. Ĕçлекен те ытларах пулĕ», — ĕмĕтне пĕлтерчĕ Решит Шейхуллович.

«Питĕ тĕрĕс тăватăр. Нумай вăй хумасан, пысăк тупăш илес тесе пурăннипе кăна малалла каяймăн», — хавхалантарчĕ малĕмĕтлĕ фермера республика Пуçлăхĕ.

Вăл Анат Туçа ялĕнче Валерий Кузнецов фермерăн пахчаçимĕç управне уçма хутшăнчĕ. Çĕре пăхмасан ял хуçалăх культурисем пысăк тухăç паманнине Валерий Леонидович питĕ лайăх пĕлет. Фермерăн 15 гектар çĕр. Севок, хĕрлĕ кăшман çитĕнтерет. Вĕсене кĕркунне йÿнĕ хакпа сутса ывăннăскер 500 тонна вырнаçмалăх управ тума тĕллев тытнă. Çулталăк хушшинче ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал акса ÿстернĕ 210 тонна вăрлăх халĕ унта. «Климат-контроль» прибор сывлăш температурине кирлĕ шайра тытса тăрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов каланă тăрăх — Раççейри севокăн 30 процентне Патăрьелсем çитĕнтереççĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатаççĕ. Районта кăçал кăна пахчаçимĕçĕн 6 управне тунă. Апла пулсан ял хуçалăх продукцине тата та ытларах çитĕнтерсе тупăш илме май пур.

Канашлу Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ вырăнти влаç хăйĕн тивĕçĕсене пур çĕрте те кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртрĕ. Хăвăрт улшăнса пыракан лару-тăрура пурнăç ыйтнине ĕлкĕрсе пырайманнисем сахал мар. Кайран пухăнса кайнă ыйтусене татса параймасăр нушаланаççĕ. Влаç органĕсен çаврăнăçуллăрах пулмалла, пурнăçпа тан утмалла.

«2016 çула эпир лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр, анчах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест, çитес çул республика экономикине мĕнле аталантарасси çинчен халех шухăш-ламалла. Кăçал мĕнпур район-хулана республика бюджетĕнчен пулăшу панă, килес çул та парăпăр,» — терĕ Михаил Васильевич. Çĕрпе тата пурлăхпа тухăçлă усă курнине, çав вă-хăтрах хăшпĕр муниципалитет тÿрĕ кăмăллă мар арендаторсенчен укçа-тенкĕ шыраса илес тĕлĕшпе начар ĕçленине палăртрĕ. Çавна пула республика бюджетне 400 млн тенкĕ кĕреймен.

Хула-район экономикине инвестицисем хывас, налуксем пуçтарас ыйтупа Министрсен Ка-бинечĕн Председателĕ Иван Моторинпа финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕ каларĕç.

«Республика ертÿлĕхĕ умĕнче тăракан чи пысăк тĕллев — çынсен пурнăçне лайăхлатасси, анчах экономикăна инвестицисем хывмасăр ăна пурнăçлама май çук», — терĕ Иван Борисович.

Шел те, 2013 çултанпа вĕсен тÿпи ÿсмест. Инвесторсем çуккипе мар, вĕсемпе пĕр чĕлхе туп-ма пĕлменни ура хурать. Районсен муниципалитечĕсен, хула округĕсен пуçлăхĕсене инве-стици паспортне тумаллине пĕрре мар каланă. Унсăрăн санпа кам ĕçлĕ калаçу хускаттăр? Паянхи кун тĕлне ăна 15 районта кăна хатĕрленĕ. Илĕртÿллĕ инвестици проекчĕсем сахалли те чăрмав кÿрет.

Светлана Енилина каланă тăрăх — инвестици калăпăшĕ чакни предприятисен кивçен укçа илме майсем çителĕксĕррипе тата патшалăх хăй енчен пулăшу парассине чакарнипе çыхăннă. Çапах та лăпланса, лайăх самантсем килессе кĕтсе лармалла мар. Çĕннине, тухăç кÿмеллине шырассине вăйлатмалла.

n Василий СОРОКИН