«Пăсланнă» хваттер

29 Ака, 2015

Кашниех хăтлă, ирĕклĕ хваттерте пурăнма ĕмĕтленет. Шел, нумайăшĕшĕн вăл ĕмĕтрех юлать. Ăна туянма пурин те нухрат çук çав. Чăн та, чухăн çемьесем валли социаллă çурт-йĕр тума тытăнни хваттерлĕ пулас шанăç çуратрĕ темелле. Шел, унта лекме пысăк черете тăмалла.

- Ан пăшăрханăр, хваттер илме пулăшăп. Администрацире ĕçлекенсем манăн юлташсем, - йăпатнă хайхискерсене 32 çулти арçын. - Черет мĕнле çитнине сиссе юлаймăр.

«Депутата» ?çапла паллаштарнă хăйĕнпе ултавçă% мĕнле ĕненмĕн? Кирлĕ документсене те çийĕнчех туса пама шантарнă. Паллах, ахаль мар, ĕçшĕн пысăк укçа ыйтнă. Çынсем вăл кам пулнине тĕрĕслемесĕрех укçа кăларса панă.

Çапла майпа вĕсенчен 5 миллион тенкĕ сăптăрса илнĕ. Ултав çиеле тухсан шар курнисем право органĕнчен пулăшу ыйтнă. «Халăх тарçи» 30 çынна шăнман пăр çине лартса яни паллă.

Рубрика: