Пăрушăн – хăрушă

26 Çу, 2016

Çĕр çинчи кашни чĕрĕ чун шĕвĕрĕлченпе чирлеме пултарать: шăширен пуçласа çын таранах. Пăру та çак паразита питĕ йывăррăн тÿссе ирттерет. Тĕрлĕ йышши шĕвĕрĕлчен нумай, анчах вĕсем пурте хăйсене пĕрешкел палăртаççĕ. Выльăх е варвиттипе, е туалета каяйманран аптăрать, хырăмĕ сарăлать, шăк шăрши питĕ хăвăрт улшăнать, йĕркеллĕ апатланаймасть, ытларах чухне çимелли мар япала ?çав шутра каяшĕ те% патне туртăнать.

Паразит нушалантарнă чух пăру шăнса пăсăлнă тейĕн. Анчах ÿслĕк, сăмса юхни тата ÿт температури ÿсни шĕвĕрĕлчен юн тымарĕсен çулĕпе сывлав органĕсене лекнине палăртать. Пăру вăйсăрланать, аран сывлать. Тути кăвакарать, ÿсĕрнĕ чух чĕлхине кăларать, çĕрĕшнĕ каяш тухать.

Хăш-пĕри çут тĕнчене киличченех шĕвĕрĕлченлĕ пулма пултарать, мĕншĕн тесен амăш таврашĕнчи шĕвекри паразитпа наркăмăшланать. Пăрулама хатĕрленнĕ вăхăтра ĕне санитари тĕлĕшĕнчен япăх условире пурăннăран шĕвĕрĕлчен пăрăва та куçать.

Мĕнле хÿтĕленмелле?

Пăрăва типтерлĕ хуралтăра усрамалла. Çулталăкра икĕ хут ?кĕркунне тата çуркунне% ĕне витине лайăх тасатмалла. Кĕтÿре выльăх шыв патне типĕ çулпа утса çитсен аван.

Пăрупа сурăха пĕрле çÿретме юрамасть. Путек шĕвĕрĕлченпе час-часах чирлет, паразит çăмарти выльăх каяшĕпе пĕрле курăк çине лекет, ăна пăру çиме пултарать. Çапла вара унăн организмĕнче вăл аталанма тытăнать. Паразит йышлă чухне пыршăлăх пĕтĕрĕнме тытăнать.

Чир тислĕкпе вараланнă утта çисен те куçать, çавăнпа апат тасалăхне тимлемелле. Кĕтÿ çÿретмелли вырăнсене тăтăш улăштармалла: выльăх организмне лекеймесен паразит вăрах пурăнаймасть, курăк çинче вилет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.