Партисем тĕрлĕ, ĕç вара – пĕрлехи
8 Ноября, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче политика партийĕсен регионти уйрăмĕсен представителĕсемпе ирттернĕ «çавра сĕтел» ларăвне хутшăннă. Калаçăва çавăн пекех республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисене, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсене чĕннĕ.

«Çавра сĕтел» хушшинче 2016 çулхи суйлав кампанине пĕтĕмлетнĕ, влаç органĕсем партисен регионти уйрăмĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине тишкернĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — Дума, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ уççăн, конкурентлă никĕс çинче иртнĕ. Вăл политика партийĕсен представителĕсемпе халăхпа ирттернĕ тĕлпулусенче Чăваш Ен аталанăвĕн çул-йĕрне палăртни çинчен каланă. Паян тĕнчери политика лару- тăрăвĕ çивĕч пулнине кура Раççейри тăнăçлăха çирĕплетмешкĕн политика вăйĕсем пĕр тĕллев тавра чăмăртанни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Республика Пуçлăхĕ кризиса, «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем ĕçлейменнине пăхмасăр регион экономики ÿсĕмлĕ пулни çинчен каланă. Кăçал промышленноç производствин индексĕ 110% танлашмалла, ял хуçалăх производстви — 107%. Халăх тупăшĕ те 5-5,5% ÿсмелле. Çав вăхăтрах çурт-йĕр строительстви пĕлтĕрхи шая çитеймĕ, çавăнпа та, Михаил Васильевич шучĕпе, çынсем çурт-йĕр туянассине хавхалантармалли механизмсем йĕркелемелле. Вăл «Трактор завочĕсем» концерн завочĕсен малашлăхĕ пуррине çирĕплетнĕ, вĕсене кризисран кăлармашкăн кирлине пĕтĕмпех тумалла.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен кăçал хăйĕн Регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнчи позицийĕсене лайăхлатнине аса илтернĕ: федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕшĕнчен 6-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Çапах ĕçлĕ климата пурпĕр лайăхлатса пымалла.

Социаллă обязательствăсем пирки каланă май Михаил Васильевич вĕсене туллин пурнăçлассине çирĕплетнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерессин, социаллă хÿтлĕх тĕллевĕсем валли республика бюджетĕнчен 7,2 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Сахал тупăшлă çемьесене тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме бюджета пĕлтĕрхинчен 34% ытларах укçа хывса хăварнă. Вăл республикăри ĕçлекен ветерансене уйăхсерен 1082 тенкĕ тÿлессине пăрахăçланипе çыхăннă ыйтăва та çĕкленĕ — хăшĕсем суйлав тапхăрĕнче çак темăна по-литизацилени вăрттăнлăх мар. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх — Чăваш Ен Правительствин çак мерăпа çынсене пулăшу кирлине тĕпе хурса тĕрев памалли принципа кура ирĕксĕртен усă курма тивнĕ. Паян Чăваш Енри ĕçлекен ветерансен 15% çак хушма тÿлеве илеймест, çапах вĕсем ĕçлеме пăрахсан укçа пама тытăнĕç. «Саккунпа килĕшÿллĕн суд ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Патшалăх Канашĕ майлă йышăну тунă», — пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

Республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджетĕнче социаллă обязательствăсемпе çыхăннă тÿлевсем валли туллин укçа хывса хăварнă. Ача амăшĕпе ачалăх институтне тĕревлес тĕлĕшпе чăрмав пулмĕ. Пĕр тата виççĕмĕш ачашăн амăшĕсене уйăхсерен тÿлев пама кăна 810 миллион тенкĕ патнелле уйăраççĕ. Çавăн пекех виççĕмĕш ача çуралсан регионăн 100 пин тенкĕпе танлашакан тÿлевне парасси те вăйра юлать.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Патшалăх Думин суйлавĕн кăтартăвĕсем тăрăх 450 депутата суйлани пирки пĕлтернĕ: «Единая Россия» партин — 343 мандат, коммунистсен — 42, РЛДПн — 39, «Справедливая Россия» партин — 23. Федераци округĕнчен Думăна кĕнĕ 3 депу-тат Чăваш Республикинчен суйланнă: Алена Аршинова /«Единая Россия»/, Валентин Шурчанов /РФКП/, Олег Николаев /«Справедливая Россия»/. Пĕр мандатлă округсенчен Анатолий Ак-сакова /«Справедливая Россия»/ тата Леонид Черкесова /«Единая Россия»/ суйланă.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне 7 политика партийĕ хутшăннă. Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх тăватă парти мандатсене çапла пайланă: «Единая Россия» — 14 мандат, РФКП тата РЛДП — 3-шер, «Справедливая Россия» — 2. Пĕр мандатлă 22 округра кашнинчех «Единая Россия» парти представителĕсем çĕнтернĕ.

Александр Цветков суйлав конкурентлă тата саккунлă никĕс çинче иртнине çирĕплетнĕ. Кандидатсен йышĕ пысăк пулнă, вĕсене регистрацилеме сăлтавсăр хирĕçленине, сасăлава саккуна пăсса витĕм кÿнине тупса палăртман.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Чăваш Енри обществăпа политика лару-тăрăвĕшĕн тăнăçлăх кăтартулли çинчен каланă, çакăнта политика партийĕсен хушшинчи конструктивлă ĕçтешлĕх тата сывă конкуренци витĕмĕ курăмлă. Вăл каланă тăрăх — республика парламенчĕн йышĕн çурри çĕнелнĕ: «Çĕнĕ йыш ĕçлеме пултарать — унта çамрăклăх та, опыт та пур. Çакă саккун кăларассипе çыхăннă лайăх ĕç никĕсĕ пулĕ». ПК спикерĕ малашнехи ĕç планĕпе паллаштарнă май политика партийĕсен представителĕсене алла-аллăн ĕçлеме чĕнсе каланă.

Калаçăва хутшăннисем суйлав процесне лайăхлатмалли, республикăри çивĕч ыйтусене татса памалли сĕнÿсем панă. «Çавра сĕтелте» çĕкленĕ темăсене пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев хăйĕн çав ыйтусемпе çыхăннă позицийĕпе паллаштарнă, влаç органĕсем тĕрлĕ сигнал тĕлĕшпе тимлĕ пулса çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарнă.

Д.ВОЛКОВ