«Парнелер ачасене асамлăх»

25 Раштав, 2014

Çак ятпа Куславкка районĕнче ыркăмăллăх акцийĕ иртнĕ. Ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партипе «Çамрăк гварди» общество организацийĕн вырăнти уйрăмĕсем пуçарнă.

Акци вăхăтĕнче парти членĕсемпе çамрăк гвардеецсем Украинăран тарса килнĕ ачасем тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисемпе тăлăхсем валли шăккалат пуçтарнă. Икĕ эрнере вĕсем пурĕ 300 ытла плитка пухнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Куславкка районĕнчи уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Т.Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх - акцие тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсем уйрăмах хастар хутшăннă, ырă пуçаруран хула çыннисем те айккинче юлман.

А.ПЕТРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.