Парне пултăр - кĕнеке!

14 Утă, 2015

Литература çулталăкĕ пуçланнăранпа çур çул та иртсе кайрĕ. Мĕнпе асра юлĕ вăл?

Ку е вăл паллă пулăма халалланă савăнăçлă каçсемпе, юбилейсемпе кăна мар-тăр. Ахальтен мар кăçалхи февраль уйăхĕнче республикăри культурăпа общество ĕçченĕсем В.Н.Яковлев, М.Н.Яклашкин, Н.Ф.Угаслов, В.П.Комиссаров, С.Л.Павлов, С.М.Старикова, Ю.М.Артемьев, В.Г.Родионов, Е.Н.Лисина ял-хула тата предприятисемпе организацисен ертÿçисем патне Уçă çыру ячĕç. Паянхи ăру тăван сăмахран ютшăнмасăр, халăх культурин иксĕлми хăватне кунсеренех туйса ÿстĕр тесен халех татăклă утăмсем тумалли çинчен уççăн хыпарларĕç вĕсем. Ку тĕлĕшпе наци кĕнеки чи çирĕп тĕревсенчен пĕри пулмалла, çĕнĕ кăларăмсене вулакан патне çитерес майсене тупсах тăмалла.

Культура ĕçченĕсен шухăшне «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕ тÿрех, апрель уйăхĕнчи ларăвĕнчех, ырласа йышăннă. Çавна май предприяти ертÿçисемпе общество хастарĕсем пĕр тăхтаса тăмасăр пуçарулăх кăтартма тытăннă. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Раççей Центросоюзĕн Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен библиотекисене кĕнеке пуххисем парнеленĕ. Раççей Федерацийĕн социаллă страхованийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Галина Николаева, Çĕмĕрле районĕнчи Краснооктябрьски шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче «Парне пултăр - кĕнеке!» акцие пур тăрăхра та пуçарса яма чĕнсе каланă, тăван шкулĕн библиотекине словарьсемпе энциклопедисем тата илемлĕ литература парса пуянлатнă. Çак пуçарулăха малалла тăсса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Федерацин травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Станиславович Николаев Шупашкарти темиçе шкула ачасене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшакан кĕнекесем парнеленĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: