Пархатарлă ĕç — ĕмĕрлĕхе

7 Çу, 2018

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Севастополь хулине нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе пин-пин совет салтакĕ пуç хунă. Çак йышра чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ паттăрсем те сахалăн мар. Севастопольшĕн пынă хаяр çапăçусенче вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă ентешсене асăнса Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн пуçарăвĕпе Балаклава хулинчи Новиков урамĕнче кăçал çурла уйăхĕнче палăк уçма тĕллев лартнă. Ку ĕçе йĕркелесе ярассине ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те, ЧР Культура министерстви те тÿпе хывнă.

«Хурланакан амăшĕ» палăкăн хакĕ — 6 миллион тенкĕ. Пĕр миллион тенкĕне ЧНК президенчĕ Николай Угаслов парать. Палăка вырăна çитерсе вырнаçтарассине те вăл хăй çине илет. Çавăн пекех Владимир Нагорнов скульптор хăйĕн гонорарне чакарассине пĕлтернĕ. Ыттине вара ниме мелĕпе пухма тивет. Çак тĕллевпе ятарлă счет уçнă. Хальхи вăхăтра унта тăхăр организаци тата тăватă çын укçа куçарнă. Пухмачра 300 пин ытла тенкĕ пухăннă.

 

Паян ЧНК хастарĕсем Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркелерĕç. Çапла майпа чăваш эстрада юрăçисем, районсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем, ачасен коллективĕсем пархатарлă ĕçе тÿпе хыврĕç. Концерт курма килнĕ çынсен тÿпи те пур: вĕсем билет туянса палăк тума уçнă счет çине укçа хыврĕç.

Николай УГАСЛОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ:

— Герой-хулашăн Севастопольшĕн пынă çапăçусенче нумай ентеш пуç хунă. Эпир çав паттăрсене манăçа кăларма пултараймастпăр. Вĕсене чыс туса лартнă палăк пирĕн ят-сума та ÿстерет. Паллах, ку ĕçе йышпа канашламасăр, халăхпа пĕр пулмасăр пурнăçа кĕртме çук. Тавах, ырă çынсене, пире ăнланса пулăшса пынăшăн. Пĕрле пулсан пуçланă ĕçе вĕçне çитеретпĕрех. Палăкăн макечĕ пур, чул тупнă. Кĕçех ăна илсе килмелле, вара скульпторсем ĕçе пуçăнĕç. Çурла уйăхĕнче палăка Балакалавăна илсе çитерессе шанса тăратăп.

Бассам АЛЬ-БАЛАУИ, право докторĕ:

— Нимĕç фашисчĕсем СССР территорийĕн иккĕ виççĕмĕш пайне ярса илсен те, 3,8 миллион çынна тыткăна илсен те, 40 пин ятла ял-хулана çĕрпе танлаштарсан та, 28 миллион салтака пĕтерсен те совет халăхне парăнтарайман. Пĕр шухăшлă, пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ халăха çĕнтерме çук. Халĕ те республикăра, Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакансем пĕрлешсен пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултаратпăр. Аслă Çĕнтерÿ 73 çул тултарнă çулталăкра палăк уçма йышăнни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ирина УЛАНГИНА, Шупашкар хули:

— Манăн атте те вăрçăра пулнă, блокадăри Ленинграда хÿтĕленĕ. Аманнă хыççăн тăван яла таврăннă, колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Тăван

çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсене çапла майпа хисеп туни мăнаçлантарать. Хам та, нумаях мар пулин те, çак ĕçе тÿпе хывма пултарнăшăн савăнатăп.

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме